Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Тĕплĕнрех

Чăваш киноӳкерӳçисем пĕрлешӳ йĕркеленĕ

19.04.2014 12:25
Чăваш киноӳкерӳçисем пĕрлешӳ йĕркеленĕ

Тунтикун, нарăсăн 24-мĕшĕнче, Чăваш Республикин электронлă тата кино документацийĕн патшалăх архивĕнче чăваш киноӳкерӳçисем пухăннă, пĕр шухăшлă пулса перлĕх йĕркелеме калаçса татăлнă.

 

Пухăва тĕнче тетелĕнчи «Сăвар ТВ» канал ертӳçи Олег Цыпленков, «КоЮр» киновидеопĕрлĕхĕн ертӳçрисем Константин Ефремовпа Юрий Сергеев, «Салам» ТМЯП ертӳçисем Елизавета Разумовăпа Владимир Карсаков, «Диал» ТМЯП («Аксар» студи) элчи Иван Иванов, «Орион» видеостуди ертӳçи Вячеслав Оринов, «Iltimerstudio» видеостуди ертӳçи Алексей Ефремов тата патшалăх архивĕн ĕçченĕсем хутшăннă.

 

Пуханнисем пушăн 28-мĕш кунĕнче «Хальхи лару-тăрура кино ӳкересси: çĕнĕ аталану çулĕсем» çавра сĕтелте те (патшалăх архивĕнчех иртмелле) чăвашла кино ӳкерес йытăва хускатма калаçса татăлнă.

Страницăсем: 1 ... 5, 6, 7, 8, 9, [10]