Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Тĕплĕнрех

Пулӑшу

Кинематографистсем И.С. Максимов-Кошкинские асăнчĕç

01.09.2015 01:06
Кинематографистсем И.С. Максимов-Кошкинские асăнчĕç

2015 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăваш театрĕпе киностудине йĕркелекенĕ, Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский вилнĕренпе 40 çул çитрĕ. Чăваш Республикинчи кинематографистсен перлешĕвĕн пайташĕсем тата çăмрăк, пулас кинематографистсем ун вилтăпри çине кайса ăна асăнчĕç, чечек хучĕç.

Вăл Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1893 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Пуçламăш тата икě класлă шкулта, Чěмпěрти учительсене хатěрлекен чăваш шкулěнче тата Хусанти ӳнер училищинче вĕреннĕ.

И.С. Максимов-Кошкинский чăвашсен профессиллě драма театрне йěркелекенсенчен пěри пулнă. 1918 çулта Хусанта А. Островский пьесипе пĕрремĕш чăваш спектакльне лартать, 1920 çултан Шупашкарта чăваш спектаклĕсене лартма пуçлать. 1925 çулта кино çулĕ çине тăрать, перремĕш тулли метражлă илемлĕ чăваш фильмне ÿкерме пуçлать. «Аслă пăлхарсем», прокатра «Атăлçи пăлхавçисем», пĕрремĕш фильм премьери 1926 çулхи çĕртмен 22-мĕшенче иртнĕ. Рольсенче чăваш тата вырăс актерĕсем вылянă, картина чăваш йăли-йĕркинчен пуян пулнă. Фильмри ĕç-пуç 1906 ç. Исмелти хресчен пăлхавĕсемпе çыхăннă. «Сарпике» ятлă иккĕмĕш фильмăн премьери 1927 ç. пушăн 12-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ. Çав çулах «Хура юпа» ятлă тепĕр хивре сюжетлă илемлĕ фильм тухнă. 1928 ç. «Ял» фильм кун çути курать. Ун хыççăн – «Апайка» (1930) хивре сюжетлă фильм, «Киремет кати» (1931), «Асту» (1932). 1926-1932 çулсенче 7 илемлĕ тата 3 документлă фильмсем ӳкернĕ. Çак фильмсене пирěн çěршывра кăна мар, чикě леш енче те кăтартнă, анчах ăна репрессиленипе, вăл ÿкернĕ чăвашла илемлĕ фильмсенчен чылайăшĕ сыхланса юлман. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вăл Мускав тата Свердловск киностудийěсенче ěçлет. «Романтики», «Алмазы» тата «Алитет уходит в горы» кинофильмсенчи унăн сăнарěсем ăсталăхпа уйрăлса тăраççě.

Çěршыв умěнчи пысăк ěçěсемшěн И.С. Максимов-Кошкинский Ленин тата Ěçлě Хěрлě Ялав орденěсене тата медальсене тивěçлě пулать. Ăна Чăваш АССРěн тата РСФСРăн тава тивěçлě искусство ěçченě, Чăваш АССРěн халăх артисчě хисеплě ятсене панă.

И.С. Максимов-Кошкинский 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра пурнăçран уйрăлнă, ăна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамěнчи масар çине пытарнă.

Чăваш халăхěн мухтавлă ывăлěн, пултаруллă киноçăн, чăваш культурин паллă ěçченěн çутă сăнарě унăн пултарулăхне кăмăллакансен чěрисенче ěмěрлěхе упранě.

Килес çул Шупашкарта туркă фильмĕсен эрни иртĕ

28.08.2015 13:21
Килес çул Шупашкарта туркă фильмĕсен эрни иртĕ

2015 çулхи çурла уйăхĕн 21- мĕшĕнче Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ Олег Михайлович Цыпленков Турцин Хусанти тĕп консулĕ Турхан Дилмачпа тата Консул çумĕ Нуреттин Каяпа тĕл пулчĕ.

Тĕлпулура чăваш фильмĕсене Турцинче сарасси тата туркă фильмĕсене Чăваш Енре кăтартасси çинчен калаçрĕç. Килес çул вара Шупашкарта туркă фильмĕсен эрнине ирттересси пирки калаçса татăлчĕç.

Премьера фильма «Помрачение» на Дне российского кино

25.08.2015 16:16
Премьера фильма «Помрачение» на Дне российского кино

В «застойные годы» в нашей стране зародилась замечательная традиция отмечать профессиональные праздники практически у каждой профессии. Так и у кинематографистов и любителей кинематографа появился свой праздничный день – собственный профессиональный праздник. Согласно Указу Президиума Верховного Совета СССР № 3018-Х от 1 октября 1980 года «О праздничных и памятных днях», в редакции Указа Верховного Совета СССР № 9724-XI от 1 ноября 1988 года «О внесении изменений в законодательство СССР о праздничных и памятных днях» ежегодно 27 августа в России отмечается День российского кино. История этого праздника идет еще с установления в нашей стране советской власти после Октябрьской революции 1917 г. 27 августа 1919 года Совет народных комиссаров РСФСР принял декрет о национализации кинодела в стране. С этого дня вся фотографическая и кинематографическая торговля, промышленность и кинотеатры РСФСР перешли в прямое ведение Народного комиссариата просвещения, возглавлявшегося Анатолием Луначарским. В память об этом событии 27 августа и стала считаться Днем Советского кино, а позднее - Днем российского кино.

В России первый киносеанс состоялся 16 мая 1896 году в петербургском саду «Аквариум», а премьера первого восьмиминутного фильма отечественного производства «Понизовая вольница» (по мотивам народной песни о Стеньке Разине «Из-за острова на стрежень») режиссера Владимира Ромашкова состоялась 15 октября 1908 году. С этой картины и началась эра российского кино.

20-е годы XX века – время бурного, стремительного развития национальной культуры и время зарождения чувашской кинематографии. Зачинатель чувашского театра Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский, стал организатором и руководителем студии «Чувашкино», одной из первых среди киностудий автономных республик. 22 июня 1926 года в г. Чебоксары состоялась премьера первого чувашского игрового фильма "Великие булгары"- в прокате "Волжские бунтари" ("Атăл пăлхавçисем"). Производство Чувашкино» и «Севзапкино» (позднее «Ленфильм»). В полне возможно к 90- летию со дня премьеры первой чувашской кинокартины, 22 июня будет признан Днем чувашского кино и данному празднику в будущем будут приурочиваться новые премьеры чувашских фильмов и это даст мощный толчок развитию национального кино.

В честь нашего профессионального праздника 27 августа 2015 г. в 12:00 в кинозале Госархива электронной и кинодокументации Чувашской Республики состоится премьера короткометражного фильма нашего режиссера «Помрачение» , члена Союза кинематографистов Чувашии Константина Ефремова приуроченная ко Дню российского кино.

Фильм рассказывает небольшую историю о больших тайнах. Что мы знаем о человеческом сознании, загадочном, необычном, потустороннем, сумрачном? Почти ничего... . Пришло время безумию вырваться на свободу и окутать тьмой разум своих жертв.

Фильм «Помрачение», жанр – хоррор

Сценарист – Евгений Мельников

Режиссер и оператор – Ефремов Константин

Звукорежиссер – Сергеев Юрий

Композитор – Чесноков Илья

Группа композа – Ефремов Константин, Попов Алексей, Шека Сергей

Фотограф – Астрова Оксана

В ролях:

Диана - Кузнецова Валерия (Коваль)

Лидия - Майкова Мария

И.С. Максимов-Кошкинский вилнĕренпе 40 çул çитет. Асăнма йыхравлатпăр!

18.08.2015 19:34
И.С. Максимов-Кошкинский вилнĕренпе 40 çул çитет. Асăнма йыхравлатпăр!

2015 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче чăваш театрĕпе киностудине йĕркелекенĕ, Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский вилнĕренпе 40 çул çитет.

Вăл Тутарстанăн Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1893 çулхи авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Хусанти ӳнер училищинче вĕреннĕ. 1918 çулта Хусанта А. Островский пьесипе пĕрремĕш чăваш спектакльне лартать, 1920 çултан Шупашкарта чăваш спектаклĕсене лартма пуçлать. 1925 çулта кино çулĕ çине тăрать, перремĕш тулли метражлă илемлĕ чăваш фильмне ÿкерме пуçлать. «Аслă пăлхарсем», прокатра «Атăлçи пăлхавçисем», пĕрремĕш фильм премьери 1926 çулхи çĕртмен 22-мĕшенче иртнĕ. Рольсенче чăваш тата вырăс актерĕсем вылянă, картина чăваш йăли-йĕркинчен пуян пулнă. Фильмри ĕç-пуç 1906 ç. Исмелти хресчен пăлхавĕсемпе çыхăннă. «Сарпике» ятлă иккĕмĕш фильмăн премьери 1927 ç. пушăн 12-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ. Çав çулах «Хура юпа» ятлă тепĕр хивре сюжетлă илемлĕ фильм тухнă. 1928 ç. «Ял» фильм кун çути курать. Ун хыççăн – «Апайка» (1930) хивре сюжетлă фильм, «Киремет кати» (1931), «Асту» (1932). 1926-1932 çулсенче 7 илемлĕ тата 3 документлă фильмсем ӳкернĕ.

Иоаким Степановичăн пурнăçĕ питĕ пуян, кăсăклă, çав вăхăтрах тумхахлă та. Унăн репресси йывăрлăхĕсене те тÿссе ирттерме тивнĕ. Çак сăлтава пулах вăл ÿкернĕ чăвашла илемлĕ

фильмсенчен чылайăшĕ сыхланса юлман.

Вăл Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР тата ЧАССР ӳнер тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ленин тата Ӗçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсене тивĕçнĕ.

И.С. Максимов-Кошкинский 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра пурнăçран уйрăлнă, ăна Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамěнчи масар çине пытарнă.

Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский пĕлекенсене, тăванĕсемпе тусĕсене вырсарникун, çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче 14:00 сехетре пирĕнпе, Чăваш Республикинчи кинематографистсен перлешĕвĕн пайташĕсемпе пĕрле ун вилтăпри çине кайса ăна асăнма йыхравлатпăр.

"Çеçпĕл" фильмăн тĕп геройне, Иосиф Трера çуралнă кунпа саламлатпăр!

27.06.2015 13:24
"Çеçпĕл" фильмăн тĕп геройне, Иосиф Трера çуралнă кунпа саламлатпăр!

1970- мĕш çулта Киеври А.П. Довженко ячĕпе хисепленсе тăракан Наци киностудийĕ кăларнă "Çеçпĕл" фильмра тĕп герой (Çеçпĕл Мишши) рольне вылянă актера, Иосиф Александрович Дмитриев-Трера 68 çул тултарнă ятпа чунтан саламлатпăр.

Иосиф Трер 1947-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Çĕрпӳ районĕнчи Йӳçкасси ялĕнче çуралнă. Матикасси вăтам шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канаш педучилищинче вĕреннĕ, каярах Шупашкар районĕнчи Иккасси ялĕнче учительте ĕçленĕ. 1972 çулта И.А. Дмитриев-Трер Питĕрти театрпа кинематографи институтĕнчен вĕренсе тухнă, унтан 1980-мĕш çулта Мускаври ГИТИСра режиссер ăсталăхне алла илнĕ.

Хăй вăхăтĕнче вăл Юрий Забанацкийен "Сеспель" романĕпе ÿкернĕ "Çеçпĕл" илемлĕ фильмра Çеçпĕль Мишши сăнарне тунă. Фильмăн режиссер-постановщикĕ Владимир Савельев, сценари авторĕ Юрий Забанацкий. Çеçпĕл Мишши поэтăмăрăн 1920-1922-мĕш çулсенче пулса иртнĕ пурнăçĕ çинчен каласа кăтартакан фильм. 1971 çулхи кăрлач уйăхĕн 28- мĕшĕнче Шупашкарти "Родина" кинотеатрта "Çеçпĕл" илемлĕ фильм премьери иртнĕ тата кăçал фильма ÿкернĕренпе 45 çул çитрĕ. Çеçпĕл Мишши рольне выляканĕ Иосиф Дмитриев-Трер, ытти рольсенче Нонна Терентьева (Туся), Виктор Мирошниченко (Фёдор), Владимир Бурмистров (Миронов), Ольга Ырзем (Баба), Борислав Брондуков (Панин), Виктор Шульгин (Рыжков) тата ыттисем те.

"Çеçпĕл" илемлĕ фильм Чăваш Республикин электронлă тата кино докуменчĕсен патшалăх архивĕнче упранать.

Иосиф Трер 1972-1975- мĕш çулсенче К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче актер пулса ĕçленĕ. 1980-1984, 1987-1989- мĕш çулсенче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче режиссер-постановщик пулса ĕçлет. 1984-1987- мĕш çулсенче Шупашкарти музыка училищинче актерсене хатĕрлес енĕпе вăй хурать. 1979-мĕш çулта Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче лартнă «Кěре кěрсен» (Л. Хелман «Осенний сад» пьесипе), «Пěчěк хула камичěсем» (А. В. Вампиловăн «Провинциальные анекдоты» пьесипе), 1982- мĕш çулта Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче лартнă «Ялта» (Ф. П. Павловăн «В деревне» пьесипе) тата ытти спектакльсен режиссер-постановщикĕ.

1989-1996, 1999-2002 -мĕш çулсенче Чăваш гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче ĕçленĕ.

1996-1999- мĕш çулсенче Казахстанри Астана хулинчи М. Горький ячĕллĕ вырăс драма театрĕн тĕп режиссерĕ тата вырăнти музыка училищин пай пуçлăхĕ. 2002-2011- мĕш çулсенче Казахстанри Акмола облаçĕн вырăс драма татрĕн режиссерĕ тата çав вăхăтрах Кокшетаури культура колледжĕнче пай пуçлăхĕ пулса актерсене хатĕрлес енĕпе ĕçлет. Казахстанри театрсенче А. П. Чеховăн «Вишневый сад» тата «Чайка», Мухтар Ауэзовăн «Хан Кене» пьесисене лартнă.

2011- мĕш çултан Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн режиссерĕ, халĕ тĕп режиссерĕ. Çак вăхăтра çамрăксен театрĕнче лартнă: А. Пăрттан «Кирек ăçта та пĕр хĕвел» («Андеграунд»), М. Мэйо тата М.Эннекенăн «Суя пурнăç» («Лгунья»), У. Шекспирăн «Ромео и Джульетта», Л. Свенссонăн «Уйăх çинчен ÿкнĕскер» («Упавшая с Луны»), 2012 ç. «Ама кайăк çулĕпе» («По следам Первоптицы»), 2013 ç. «Чĕрĕ Сăмах» («Творящее слово»).

И.А.Дмитриев-Трер сăввисем республикăри хаçат-журналта, уйрăммăн тухнă кĕнекесенче 1970-мĕш çулсен пĕрремĕш çурринче пичетленме тытăннă. Вăл çавăн пекех вырăс, удмурт, швед, норвег, финн поэчĕсен антологийĕсене чăвашла кăларнă.

Иосиф Александрович Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ, Казахстан Республикин тава тивĕçлĕ культура тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ÿнер ĕçченĕ.

 

Хисеплĕ Иосиф Александрович!

Пурнăç çулĕпе малалла та хастаррăн утма çирĕп сывлăх‚ вăрăм кун-çул сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем пурнăçă кĕрсех пыччăр. Чăваш халăх улăпĕсене тĕнче кинематографинче мĕнле çутатмаллине лайăх тĕслĕх кăтартнă эсир, чăвашлăхшăн тунă ĕçĕрсене каласа пĕтерес çук. Сирĕн ĕçĕрсемпе эпир хăватланатпăр. Çамрăк кинематографистсене лайăх канаш парса пырса Наци кинематографине аталанма пулăшасса шанса тăратпăр.

Ырă сунса,

Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем.

Пĕрремĕш чăваш фильмĕ пысăк экран çине тухнăранпа 89 çул çитрĕ

22.06.2015 01:31
Пĕрремĕш чăваш фильмĕ пысăк экран çине тухнăранпа 89 çул çитрĕ

22 июня 1926 года состоялась премьера первого чувашского игрового фильма "Великие булгары"- в прокате "Волжские бунтари" ("Атăл пăлхавçисем"). Производство «Севзапкино» (позднее «Ленфильм»). Премьера 22 июня 1926 (Чебоксары), 25 июня 1926 (Ленинград), 5 ноября 1926 (Москва). Финансирование «Севзапкино», при долевом участии ЦИК Чувашской АССР (на производство фильма было выделено 25000 руб.). Фильм не сохранился.

Авторы сценария: И.С. Максимов-Кошкинский, П.П. Петров-Бытов, режиссёр П.П. Бытов, оператор С. Лебедев, художник С. Бриф, ассистент режиссера В. Яковлев, ассистент оператора М. Гальпер, помощник режиссера Г. Елизаров, К. Егоров.

В ролях: С. Галич (Хури, сельский учитель), П. Кириллов (Архай), М. Доброва (его жена), Таланов (Яснитский, исправник), И. Слабодской (старшина), Т. Годлевская (Элиме), П. Подвальный (Алюн, эсер), в эпизодах Тани Юн, И.С. Максимов-Кошкинский, Г.В. Парне, К.Е. Егоров и др. Создание фильма было приурочено к 20-летию первой русской революции, события фильма связаны с Исмелевским восстанием крестьян 1906 г. Картина, роли в которой исполняли русские и чувашские актеры, была насыщена чувашскими обрядами.

 

Главный герой, активный участник революционных событий (1905–1907гг.) крестьянин Хури, был арестован и заключён в тюрьму. Крестьяне-чуваши добились его освобождения. Царские войска, руководимые казанским вице-губернатором Кобеко, утопили восстание в крови. Хури удалось бежать. Под влиянием эсеров он бросает в Кобеко бомбу, но покушение оказалось неудачным. Хури тайно уезжает за границу. По возвращении его арестовывают и отправляют на каторгу. Освобождённый революцией 1917, он погибает во время захвата Казани войсками белочехов. Оценка художественных качеств фильма в центральной прессе была преимущественно критической, в местной – восторженной, вызванной самим фактом появления национального фильма.

 

20-е годы XX века – время бурного, стремительного развития национальной культуры и время зарождения чувашской кинематографии. Зачинатель чувашского театра Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский, увлекшись новой для Чувашии областью искусства – кино, стал организатором и руководителем студии «Чувашкино», одной из первых среди киностудий автономных республик. Ближайшим другом И.С. Максимова-Кошкинского, его вдохновителем и участником в создании кинолент стала его жена и талантливая актриса Тани Юн.

 

«Чувашкино» - явление уникальное. Почти без средств и квалифицированных кадров, только лишь на огромном энтузиазме за шесть лет было создано 7 художественных и 3 документальных фильма.

 

Свой первый киносценарий под названием «Великие булгары» И.С. Максимов-Кошкинский написал в начале 1925 года. Областной отдел народного образования, ведавший в то время литературой и искусством, заинтересовался им и предложил дирекции «Севзапкино» исторический сценарий о булгарском прошлом чувашей. 25 мая того же года пришёл положительный ответ и Максимов-Кошкинский выехал в Ленинград.

 

Впоследствии сценарий был сокращён, в его доработке принял участие постановщик фильма П. Петров-Бытов и фильм стал называться «Волжские бунтари». Основные события в нём развертывались вокруг Исмелевского восстания крестьян в 1906 году. К съёмкам фильма приступили в октябре 1925 года, натурные – на месте событий, павильонные – в Ленинграде. Все основные роли в первом чувашском фильме сыграли русские артисты. Чувашские артисты, среди которых был и сам И.С. Максимов-Кошкинский, снялись лишь в эпизодических ролях.

 

Премьера фильма состоялась в здании Чувашского театра накануне дня автономии – 22 июня 1926 года. Потом кинопередвижная организация показывала картину в деревнях. Осенью картина вышла во всесоюзный прокат. Первый чувашский фильм получил восторженный отзыв зрителей и небывалый успех, что, несомненно, окрылило его создателей и побудило к съёмкам новых фильмов.

 

Во втором чувашском фильме «Сарпиге» (по мотивам произведения Н.М. Гарина-Михайловского «Зора») главную роль сыграла чувашская актриса Тани Юн. Натурные съёмки происходили недалеко от Чебоксар – в деревнях Вурманкасы и Вачалкасы, а также на берегу реки Волга. Премьера состоялась 12 марта 1927 года в Москве, а через месяц фильм начал демонстрироваться в Чебоксарах.

 

Кинофильм принёс прибыль, что дало возможность «Чувашкино» приступить к съёмкам сразу двух фильмов: документального «Страна Чувашская» и художественного «Чёрный столб». Но если постановщиком и сценаристом первого документального фильма был московский журналист В. Королевич, то «Чёрный столб» стал первым полностью самостоятельным фильмом студии «Чувашкино». И.С. Максимов-Кошкинский сам написал сценарий, выступил как режиссёр-постановщик, и все главные роли сыграли чувашские артисты.

 

Однако все это время, вплоть до конца 1927 года, студия «Чувашкино» не была официально оформлена. Под её маркой выходили фильмы, а юридически её не существовало. Лишь 28 декабря 1927 года СНК Чувашской АССР постановлением оформляет «Чувашкино» на правах треста и утверждает устав, где говориться, что его целью являются «производство, сбыт и прокат кинофильмов».

 

В 1928 году на экраны вышел новый фильм – «Ял» (Вихрь на Волге), один из лучших фильмов «Чувашкино». Он ставился исключительно силами национальных кадров. И.С. Максимов-Кошкинский выступил в качестве режиссёра, сценариста, актёра. В съёмках активно участвовали чувашские крестьяне.

 

К концу 1929 года Максимов-Кошкинский закончил съёмки следующего фильма, вышедшего под названием «Апайка». Его премьера состоялась в Москве, в самом большом в то время помещении – в Большом зале консерватории. 25 апреля 1930 года фильм впервые демонстрировался в Чебоксарах. Кинокартина имела большой успех у зрителей, но один из рецензентов, указывая на недостатки, отметил, что фильм снят по образцу американских кинобоевиков.

 

«Священная роща», снятая И.С. Максимовым-Кошкинским в 1930 году, стала фактически последним фильмом «Чувашкино». Осенью того года киностудия влилась в состав «Востоккино», объединившее все киностудии республик и областей Поволжья. Правда, в 1932 году, уже будучи режиссёром «Востоккино», Иоаким Степанович снял ещё одну чувашскую картину «Асту!» (Помни). На этом выпуск чувашских кинофильмов прекратился.

 

Из фильмов, созданных «Чувашкино», сохранились лишь документальная лента «Страна Чувашская», художественный фильм «Священная роща» и 1 часть фильма «Ял» (Вихрь на Волге). Их копии хранятся в БУ "Государственный архив электронной и кинодокументации Чувашской Республики" Минкультуры Чувашии.

ЧРКП регистрациленнĕренпе 1 çул

15.06.2015 17:14
ЧРКП регистрациленнĕренпе 1 çул

Пӗлтӗр, çĕртме уйăхĕн 16- мӗшӗнче РФ Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕ Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвне регистрациленĕ. Хальхи вӑхӑтра пĕрлĕхе тӗнче тетелӗнчи «Suvar TV» каналӑн ертӳҫи Ултияр Цыпленков, «ILTIMER STUDIO» ертӳҫи Ильтимер Ефремов, «КоЮр» киновидео пӗрлӗхӗн ертӳҫисенчен пӗри Юрий Сергеев режиссёр тата Константин Ефремов композер, «Аксар» студи ертӳҫи тата директорӗ Алексей Иванов-Сӗрмек, «Орион» видеостуди директорӗ Вячеслав Оринов, «Чӑвашфильм» пӗрремӗш наци киностудийӗ» директорӗ Юрий Спиридонов тата Николай Сахаров режиссёр кӗнӗ.

Чăваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвне регистрациленĕренпе ҫулталӑк ҫитнӗ ятпа пайташсене саламлатпăр, ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатпăр.

Çтенькки Мишши режиссер çуралнăранпа 92 çул

06.06.2015 09:42
Çтенькки Мишши режиссер çуралнăранпа 92 çул

Çтенькки Мишши (Михаил Константинович Антонов) родился 6 июня 1923 г. в д. Малые Карачуры Чебоксарского уезда Чебоксарской волости (ныне Чебоксарский район Чувашской Республики) - режиссер, актер педагог, театровед, драматург, переводчик, заслуженный деятель искусств Чувашской АССР, участник Великой Отечественной войны 1941–1945 гг.

С 1939 г. работал актером в Чувашском театре юного зрителя. Окончив в 1941 г. Чувашское театральное училище, Михаил Константинович начал работать в труппе Чувашского академического музыкально-драматического театра им. К.И. Иванова. С февраля 1942 г. обучался в авиатехнической школе г. Вольск Саратовской области. Потом был направлен в 375-й запасной стрелковый полк 19-й стрелковой бригады, а затем переведен на Западный фронт в 33-ю армию. Получив звание офицера, он был назначен командиром стрелкового взвода отдельного лыжного батальона 144-й стрелковой дивизии.

В феврале 1944 г. рота, где служил Михаил Константинович, получила задание форсировать речку Лучеса и закрепиться на ее западном берегу. Во время боя тяжело ранило командира роты и М.К. Антонов принял командование подразделением на себя. Вскоре он сам был ранен, но остался на поле боя. После трех месяцев лечения в госпитале, Михаила Константиновича назначили командиром взвода противотанковых ружей. В октябре 1944 г. участвовал в боях при освобождении г. Каунас Литовской ССР.

Вернувшись после ранения в свою часть в феврале 1945 г., Михаил Константинович участвовал в боях юго-западнее Кенигсберга (ныне г. Калининград), на Земландском полуострове, где снова отличился и был удостоен третьего ордена Красной Звезды. Демобилизовался Антонов в сентябре 1946 г. Награждён орденами Отечественной войны 1-й степени (дважды), 2-й степени (дважды), Красной Звезды (трижды), медалями.

В 1957 г. окончил историко-филологический факультет Казанского государственного университета им. В.И. Ульянова-Ленина, а в 1962 г. высшие режиссерские курс Высших режиссерских курсов при Центральном государственном академическом театре кукол под руководством народного артиста СССР С.В. Образцова в Москве.

В 1958–1962 гг. работал актером Чувашского академического музыкально-драматического театра им. К.И. Иванова. В 1994–1995 гг. директором и главным режиссером Чувашского государственного театра кукол. В 1961–1978 гг. работал режиссером и главным редактором Чебоксарской студии телевидения. Работая режиссером Казанской студии кинохроники в 1978–1993 гг., дублировал более 200 художественных фильмов и киножурналов на чувашский язык, многие его работы хранятся в БУ "Государственный архив электронной и кинодокументации Чувашской Республики" Минкультуры Чувашии и имеют большую ценность для истории. В 1993-1994 и 1995-1997 гг. работал режиссером Чувашского народного театра с. Оринино Моргаушского района. Написал более 50 пьес, сценариев, инсценировок. Перевел несколько десятков пьес на чувашский язык.

За заслуги в области кинематографии Указом Президиума Верховного Совета Чувашской АССР от 17 июня 1982 г. М.К. Антонову было присвоено почетное звание заслуженного деятеля искусств Чувашской АССР.

 

Ушел из жизни 19 мая 2003 г.

Ятарлă курав! Марат Никитин режиссерăн "Хорло" фильмне курма йыхравлатпăр

20.05.2015 19:00
Ятарлă курав! Марат Никитин режиссерăн "Хорло" фильмне курма йыхравлатпăр

Завтра, 21 мая 10:30 в кинозале БУ "Государственный архив электронной и кинодокументации Чувашской Республики" Минкультуры Чувашии в рамках VIII Чебоксарского международного кинофестиваля пройдет конкурсный спецпоказ фильма "Хорло" чувашского режиссера Марата Никитина.

 

Режиссер Марат Никитин родился в г. Новочебоксарск. В 2001 г. окончил высшие курсы сценаристов и режиссеров (мастерская В.В. Меньшова, В.И. Тумаева и В.И. Рязанцевой).

 

Фильмография:

2009 г. - "Алиби"

2011 г. - "Никита"

2015 г. - "Хорло"

 

Хорло живет вместе с дедушкой вдали от людей. Они отшельники, живущие пасекой и редкой торговлей медом на ярмарке. Большего им и не надо. По крайней мере, так считала Хорло, пока не нашла в своём сарае смертельно раненого мужчину, Сокто. Влюбившись, Хорло идет на крайние меры, лишь бы спасти ему жизнь - просит помощи у духа своей покойной матери. И дух помогает. Однако вскоре после быстрого и неожиданного выздоровления Сокто исчезает. А Хорло понимает, что по своей глупости забеременела от него.

 

Автор сценария: Алексей Тенчой

Режиссер: Марат Никитин

Оператор: Михаил Блинцов

Художник: Кристина Сатина

Композитор: Александр Ян Тараненко

Монтаж: Марат Никитин

В ролях: Рузалия Зайнуллина, Дмитрий Кузьмина, Алыкбек Мураталиев

Продюсер: Алексей Тенчой, Марат Никитин

Производство: Киностудия "Атăл", 2015 г., 61 мин., цв.

VIII Шупашкарти тĕнче кинофестивалĕн конкурсĕнче хутшăнакан "Салтака качча каятăп" фильма курма йыхравлатпăр

18.05.2015 16:06
VIII Шупашкарти тĕнче кинофестивалĕн конкурсĕнче хутшăнакан "Салтака качча каятăп" фильма курма йыхравлатпăр

Ыран, 2015 çулхи çу уйăхĕн 19- мĕшĕнче 14:00 сехетре Чăваш Республикинчи электронлă тата кинодокуменчĕсен патшалăх архивĕн кинозалĕнче VIII Шупашкарти тĕнче кинофестивалĕн конкурсĕнче хутшăнакан "Салтака качча каятăп" фильм куравĕ иртет, курма йыхравлатпăр.

 

Салтак юратăвĕ темрен те хаклăрах та çирĕпрех пулни çинчен илемлĕ фильм. Света, тĕп героиня, хăйĕн савнине, Юрккана, салтакран чыслăн кĕтсе илет. Анчах та Юркка салтакра пулнă чух Света патне тепĕр каччă, Якку, сукмак хывнă. Çакна салтакран таврăннă Юркка мĕнле йышăнать-ши? Яккуна савса юрату çулăмĕпе хĕмленекен маруç юрлама пуçлать. Юлашкинчен ăна Евровиденине чĕнсе яраççĕ. Света хăш каччине ытларах кăмăлласа качча кайма килĕшет-ши? Яккуна-ши е Юркка салтака?

 

Режиссерĕ тата сценари авторĕ: Александр Степанов – Пăртта

Операторсем: Ирина Ильина, Алексей Иванов – Сĕрмек.

Монтаж тата сасă режиссерĕ: Ирина Ильина

Рольсенче: Светлана Дмитриева, Венера Пайгильдина, Виталий Сергеев, Светлана Савельева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров, Валентина Музыкантова, Николай Дмитриев.

Жанр: романтикăллă комеди.

Страницăсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11