Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Тĕплĕнрех

Пулӑшу

02.09.2019 22:12
Владимир Карсаков теле-кинорежиссёра юлашки çула ăсатма каятпăр

Паян, авӑн уйăхĕн 2-мӗшӗнче, чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, паллă теле-кинорежиссёр Владимир Карсаков пирĕнтен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Ăна юлашки çула ăсатма, ыран, киноÿнерçĕсем тата унăн вĕренекенĕсем 8:30 сех. "Городские Ритуальные услуги" АО (Шупашкар, Граждан урамĕ, 19 çурт) пуçтарăнаççĕ, кайран çуралса ÿснĕ ялне çул тытĕç.

 

Владимир Федорович Карсаков 1961 ҫулхи авӑн уйăхĕн 10-мӗшӗнче Патӑръел районӗнчи Чӑваш Ишек ялĕнче ҫуралнӑ. Пӗлӗвне Хусанти культурăпа искусство институтĕнче илнӗ. Чӑваш телекуравӗнче 13 ҫул ӗҫленӗ. Владимир Карсаков — «Сурӑм хӗрӗ», «Аннене анне тееҫҫӗ», «Туса лартăп шурă çурт» тата ытти чӑваш фильмĕсен авторӗ. Юлашки çулсенче, чăваш киноÿнерĕн тĕнчине аталантарас тесе, Чăваш Республикин культурăпа искусство институтĕнче Наци кадрĕсене хатĕрлес ĕçре вăй хунă.