Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Тĕплĕнрех

Пулӑшу

26.02.2016 14:39
ЧРКП Правлени пухăвĕнче Пĕтĕм чăвашсен «Асам» иккĕмĕш кинофестивалĕн йĕркелÿ комитечĕпе жюри пайташĕсене суйларĕç

2014 çулхи нарăс уйăхĕн 24- мĕшĕнче чăваш кинематографисчĕсем пур вăя пĕр çĕре пухса чăваш киноискусствине пĕтĕм енчен аталантарас тесе кинематографистсен пĕрлĕхне йĕркелесе яма йышăннăранпа 2 çул та çитрĕ. Иккĕ çул тултарнине паллă тума тата пуçтарăннă ыйтусене сÿтсе явма ĕнер, нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче, пайташсем Наци вулавăшĕнче пуçтарăнчĕç. Ĕçе пуçличчен Пĕрлĕх пуçлăхĕ Ультияр Цыпленков чăмăртанас ĕçре хастар хутшăннисене тата çак ĕçре кÿлĕнсе тăрăшакансене саламларĕ, «пĕрлĕхре вăй»,- терĕ! Ĕçе пуçличчен, туса ирттернĕ ĕçсем пирки тата Пĕрлĕх умĕнче çивĕч ыйтусем тăни çинче чарăнса тăчĕ. Правлени пайташĕсем Пĕтĕм чăвашсен «Асам» иккĕмĕш кинофестивалĕн çĕнĕ положенине пăхса тухса çирĕплетрĕç тата йĕркелÿ комитечĕпе жюри пайташĕсене суйларĕç. Йĕркелÿ комитетне ЧРКП Правлени пайташĕсем тата çаксем кĕчĕç:

1. Цыпленков Олег Михайлович - ЧРКП тата йĕркелÿ комитечĕн Председателĕ;

2. Оринов Вячеслав Николаевич - Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министр çумĕ, ЧРКП Правлени пайташĕ;

3. Казаков Сергей Дмитриевич - Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерствин пай пуçлăхĕ , ЧРКП Правлени пайташĕ;

4. Ефремов Алексей Николаевич - ЧРКП Председатель çумĕ;

5. Иванов Алексей Васильевич - ЧРКП Правлени пайташĕ;

6. Медведев Николай Ильич - ЧРКП Правлени пайташĕ;

7. Сергеев Юрий Николаевич - ЧРКП Правлени пайташĕ;

8. Яковлева Зоя Аркадьевна - ЧНК пресс-службин ертÿçи, ЧРКП пайташĕ;

9. Белов Алексей Георгиевич - Чăваш Республикин электронлă тата кино докуменчĕсен патшалăх архивĕн директорĕ;

10. Баскакова Наталья Ивановна - Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн ректорĕ.

 

Жюри пайташĕсене çаксене суйларĕç:

1. Цыпленков Олег Михайлович - ЧРКП тата жюри пайташĕсен Председателĕ;

2. Гаврикова Майя Филипповна - 90-мĕш çулсенче «Чăвашкино» кинопрокат патшалăх учрежденин директорĕ;

3. Дмитриев (Трер) Иосиф Александрович - Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ, актер, этнотеатровед, Казахстан Республикин тава тивĕçнĕ культура тата Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ;

4. Трифонов Леонид Павлович - актер, режиссер, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ;

5. Родионов Виталий Григорьевич (Сăвар Эртиван) - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ăслăлăх ĕçченĕ.

6. Смирнова (Асамат) Светлана Васильевна - сăвăçă, композитор, юрăçă, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ.

7. Ильина Татьяна Витальевна - журналист, телережиссер;

8. Петров Геннадий Николаевич - Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн проректорĕ;

9. Сергеева Наталия Алексеевна - чăваш театрĕпе кино актриси, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ артисчĕ.

 

2018-мĕш çулта чăвашсен профессиллĕ театăрне тата киностудине йĕркелекенĕсен çаврака çулĕсем пулни пирки иртнинче пĕлтернĕччĕ сире. Пĕрремĕш чăваш киноактрисси Т.С. Максимова-Кошкинская (Тани Юн) çуралнăранпа 115 çул, чăвашсен профессиллĕ театăрне, «Чувашкино» киностудине пуçараканĕ И.С. Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 125 çул çитет. Çав ятпа Шупашкарти Ленин проспектĕнче вĕсем пурăннă 14-мĕш номĕрлĕ çурт çине Тани Юна халалласа асăну хăми уçас, Шупашкарти пĕр-пĕр урама Тани Юн ятне парас, Чăваш драма театрĕн сулахай (Арбат) енче вĕсен ячĕпе сквер уçас, унта вĕсене палăк лартас тата çав скверта кино çăлтăрĕсен аллеине уçас ĕçĕ пурнăçлама пуçарулăх ушкăнне йĕркелерĕç.

Кун йĕркинчи ыйтусенчен тепри, пĕрлĕхе кĕрес тесе çырнă заявленисене пăхса тухса пĕрлĕхе çĕнĕ çынсене йышăнасси пулчĕ. Правлени пайташĕсем иккĕ заявлени пăхса тухрĕç, пĕри Яковлева Зоя Аркадьевна ЧНК- пресс-службин ертÿçи, телережиссертан, тепри Михеев Юрий Георгиевич- продюсер, «Mikheev production» продакшн-студи ертÿçинчен. Вĕсемпе паллашнă хыççăн пĕрлĕхе илес тесе йышăнчĕç. Пĕрлĕх пуçлăхĕ Ультияр Цыпленков кинематографистсен пӗрлешӗвĕнче йыш хутшăннă ятпа саламларĕ, çĕнĕ пайташсене ĕçре ăнăçусем тата пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕ.