Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Тĕплĕнрех

Пулӑшу

28.01.2017 22:05
Пĕрремĕш Чăваш киноактрисси - Тани Юн çуралнăранпа 114 çул

Паян, кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕрремĕш Чăваш киноактрисси - Тани Юн çуралнăранпа 114 çул çитрĕ. Çавна халалласа Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем, «Чăвашкино» патшалăх киностудин ĕçченĕсем тата киноотрасĕлте вăй хуракансем ушкăнпа ун вилтăпри çине асăнма кайса килчĕç. Ушкăна Ултиар Цыпленков - кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пуçлăхĕ ертсе пычĕ.

Киноактрисăна çăкăр-тăварпа асăнчĕç, вăл чăваш кинематографишĕн тата халăхшăн пысăк ĕçсем тунине аса илчĕç тата «Чăвашкино» патшалăх киностудийĕ пĕлтĕр çĕнĕрен чĕрĕлнинче те Иоаким Степановичпа Татьяна Степановнăн тÿпи пурах терĕç.

«Чăвашкино» патшалăх киностудишĕн кăçал питĕ пĕлтерĕшлĕ те яваплă çул. Раштав уйăхĕн 28-мешĕнче кино ÿкерес, сутас тата халăх патне фильмсене илсе çитерес тесе «Чăвашкино» кинотреста йĕркеленĕренпе 90 çул çитет (1927 çулхи раштавăн 28-мĕшĕнче Чăваш АССР халăх комиссарĕсен канашĕ постановлени йышăннă), унччен ăна хăтлă тата ĕçлекен киностуди туса çитермелле терĕç. Кунсăр пуçне, çитес çул чăвашсен профессиллĕ театăрне тата киностудине йĕркелекенĕсен çавра çулĕсем. Пĕрремĕш чăваш киноактрисси Т.С. Максимова-Кошкинская (Тани Юн) çуралнăранпа 115 çул, чăвашсен профессиллĕ театăрне тата «Чувашкино» киностудине пуçараканĕ И.С. Максимов-Кошкинский çуралнăрнпа 125 çул çитет. Çав ятпа Тани Юна халалласа асăну хăми уçмалла, Шупашкарти пĕр-пĕр урама ун ятне памалла тата Чăваш драма театрĕн сулахай енче вĕсен ячĕпе сквер уçмалла, унта палăк лартас ĕçпе ĕçлемелле терĕç. Асăнăва чечексем хурса вĕçлерĕç.