Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Тĕплĕнрех

Пулӑшу

02.03.2017 15:46
Пĕтĕм чăвашсен III «Асам» кинофестивалĕнче тĕрĕк кинематографисчĕсем валли уйрăм конкурс пулĕ

Нарăс уйăхĕн 27-мĕшĕнче ЧРКП пайташĕсем çывхарса килекен Пĕтĕм чăвашсен III «Асам» кинофестивале ирттересси, Раççей кинематографисчĕсен пĕрлĕхне чăваш кинематографисчĕсене кĕртесси, Правленине çĕнĕтесси, нарăсăн 24- мĕшĕнче ЧРКП виçĕ çул тултарнипе пайташсене саламлас пирки тата ытти пауçтарăннă ыйтусене сÿтсе явма Наци вулавăшĕнче пуçтарăнчĕç.

Кинематографи пĕрлĕхĕ виçĕ çул тултарни питĕ пĕлтерĕшлĕ терĕç кинематографистсем, пĕрлĕхĕн çуралнă кунĕпе пĕр-пĕрне саламларĕç, кайран кинематографистсен пуçлăхĕ - Ултиар Цыпленков кун йĕркипе паллаштарчĕ.

Пĕтĕм чăвашсен III «Асам» кинофестивале чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕнче ирттерме, Республикăмăрта ÿкернĕ фильмсене ытти тĕрĕк халăхсем хушшинче сарма, чăваш çĕрĕ - «Тĕрĕк киноÿнерĕн тĕнчи» ята тивĕçме, чăваш киноÿнерне аталантарма Республикăмра инвестицисем илсе килес тĕлĕшпе, тĕрĕк кинематографисчĕсем валли «Влияние кино на познание народов - «Тюркское кино» ятла уйрăм конкурс йĕркелеме йышăнчĕç. Çак программăн уйрăм жÿри пайташĕсем пулĕç. Унта Эдил Марлис Уулу (Кăркăсстан) - кинорежиссер, продюсер, Тĕрĕк халăхĕсен Конгресĕн Президентне тата Сергей Николаевич Анашкин (Екатеринбург, Раççей) - кинокритик, киновед, режиссер, Раççей кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн, тĕнчери кинокритиксен FIPRESCI федерацин пйташне халлĕхе суйларĕç.

Иртнĕ кинофестивалĕн йĕркелÿ комитечĕпе жÿри пайташĕсем хăйсен ĕçĕсене тивĕçлĕ пурнăçланипе, Пĕтĕм чăвашсен III «Асам» кинофестивалĕн йĕркелÿ комитетне тата жÿри пайташĕсен йышне кăшт çеç улăштарса, йĕркелÿ комитетне ЧРКП Правлени пайташĕсене тата çаксене суйларĕç:

1. Цыпленков Олег (Ултиар) Михайлович - ЧРКП тата йĕркелÿ комитечĕн Председателĕ;

2. Оринов Вячеслав Николаевич - Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министр çумĕ, ЧРКП Правлени пайташĕ;

3. Эдил Марлис Уулу (Кăркăсстан) - кинорежиссер, продюсер, Тĕрĕк халăхĕсен Конгресĕн Президентчĕ;

4. Турхан Дильмач (Турци) - Турци Республикин Хусанти тĕп консулĕ;

5. Анашкин Сергей Николаевич (Екатеринбург, Раççей) - кинокритик, киновед, режиссер, Раççей кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн, тĕнчери кинокритиксен FIPRESCI федерацин пйташĕ;

6. Ефремов Алексей (Илтимĕр) Николаевич - ЧРКП Председатель çумĕ, Правлени пайташĕ;

7. Иванов Алексей Васильевич - ЧРКП Правлени пайташĕ;

8. Сахаров Николай Николаевич - ЧРКП Правлени пайташĕ;

9. Спиридонов Юрий Николаевич - ЧРКП Правлени пайташĕ;

10. Сергеев Юрий Николаевич - ЧРКП Правлени пайташĕ;

11. Михайлова Лидия Ивановна - Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн Министерствин пай пуçлăхĕ;

12. Яковлева Зоя Аркадьевна - ЧНК пресс-службин ертÿçи, ЧРКП пайташĕ;

13. Белов Алексей Георгиевич - «Чăваш Ен» Наци телерадиокомпанийĕн директорĕ;

14. Баскакова Наталья Ивановна - Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн ректорĕ.

 

Жюри пайташĕсене çаксене суйларĕç:

1. Цыпленков Олег Михайлович - ЧРКП тата жюри пайташĕсен Председателĕ;

2. Дмитриев (Трер) Иосиф Александрович - Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ, актер, этнотеатровед, Казахстан Республикин тава тивĕçнĕ культура тата Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ;

3. Трифонов Леонид Павлович - актер, режиссер, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ;

4. Смирнова (Асамат) Светлана Васильевна - сăвăçă, композитор, юрăçă, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ;

5. Ильина Татьяна Витальевна - журналист, телережиссер;

6. Родионов Виталий Григорьевич (Сăвар Эртиван) - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ăслăлăх ĕçченĕ;

7. Медведев Николай Ильич - «Чăвашкино» патшалăх киностудин тата элетронлă докуменчĕсен архивĕн директорĕ;

8. Васильев Владимир Александрович - культорологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, профессор, Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблеин Председатель çумĕ;

9. Яковлева Зоя Аркадьевна - ЧНК пресс-службин ертÿçи, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ культура ĕçченĕ.

 

ЧРКП Правленинче те пĕчĕк ылмашăнусем, пайташсен пухăвĕнче Казаков Сергей Дмитриевичпа Медведев Николай Ильич Правлени пайташĕсем вырăнне Сахаров Николай (Аспарух) Николаевичпа Спиридонов Юрий Николаевич пайташсене суйларĕç.

Правлени пайташĕсем çаксем:

1. Цыпленков Олег (Ултиар) Михайлович - Председатель;

2. Ефремов Алексей (Илтимĕр) Николаевич - Председатель çумĕ;

3. Иванов-Сĕрмек Алексей Васильевич;

4. Сахаров Николай (Аспарух) Николаевич;

5. Спиридонов Юрий Николаевич;

6. Оринов Вячеслав Николаевич;

7. Сергеев Юрий Николаевич.

 

Республикăри кинематографистсен проекчĕсене пурнăçа кĕртме тата кинематографистсем умĕнче тăракан ыйтусене Мускав шайĕнче татса пама, ЧРКП пайташĕсем Раççĕй кинематографисчĕсен пĕрлешĕвне кĕме ЧРКП Председателĕн кандидатурине тăратрĕç.

 

Кунсăр пуçне, «Чувашкино» кинотреста патшалăх йышăнăвĕпе пуçарса янăранпа кăçал 90 çул тата çитес çул чăвашсен профессиллĕ театăрпа киностудине йĕркелекенĕсен çавра çулĕсем çывхрса килни пирки те калаçÿ çĕклерĕç пухура пайташсем. Пĕрремĕш чăваш киноактрисси Т.С. Максимова-Кошкинская (Тани Юн) çуралнăранпа 115 çул, чăвашсен профессиллĕ театăрне, «Чувашкино» киностудине пуçараканĕ И.С. Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 125 çул çитет. Çав ятпа Шупашкарти вĕсем пурăннă Ленин проспектĕнчи 14-мĕш номĕрлĕ çурт çине Тани Юна халалласа асăну хăми уçас, Шупашкарти пĕр-пĕр урама Тани Юн ятне парас, вĕсен ячĕпе сквер уçса унта вĕсене палăк лартас ыйтупа ĕçлекен пуçарулăх ушкăнĕн ĕçĕсемпе паллашрĕç пайташсем.