Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Тĕплĕнрех

Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕн çĕнтерÿçисене чысларĕç

17.11.2017 20:56

Паян Пĕтĕм чăвашсен виççĕмĕш кинофестивалĕ вĕçленчĕ. Тÿрех пĕлтерер: ăна  уçма та, хупма та Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн пĕчĕк кинозалне пуçтарăнчĕç.

Паянхи савăнăçлă мероприятие "Çеçпĕл" фильмран пуçларĕç. Унтан сцена çине кинора тĕп сăнара калăпланă, паян Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕнче ĕçлекен пултаруллăран та пултаруллă Иосиф Дмитриев тухрĕ. "Ĕмĕт яланах пурăннă. Паян çав ĕмĕт чĕрĕлнине куратăп", - чăваш киновĕн чунтан хумханни сисĕнчĕ Иосиф Дмитриев сăмахĕнче.

Кинофестивальте çĕнтерÿçĕ фильмсене палăртнипе пĕрлех чăваш киноÿнерне аталантарма тÿпе хывнăшăн та чысларĕç. Ку хисепе пурнăçне режиссура халалланă Леонид Трифонов тивĕçрĕ. "Асам" фестивале халалланă плакатсен халăхсем хушшинчи  конкурсне те (ăна кăçал пуçласа йĕркелерĕç) паян пĕтĕмлетрĕç. Кунта Шупашкарти Ирина Иванова пĕрремĕш степеньлĕ диплома çĕнсе илчĕ, иккĕмĕшне - Питĕрти Диана Бабичева, виççĕмĕшне - Оренбургри Юлия Слепых.

Кинофестиваль хупăннине халалланă мероприятие хутшăннă Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов киноăстисем вăйланса пынине палăртса чăваш киноне вăрăм ĕмĕр сунчĕ. Вăлах чи лайăх сценаришĕн тата чи лайăх музыка композицийĕшĕн чысларĕ. Малтанхи номинаципе "Ыр çын каять - ят юлать" фильмшăн Татьяна Ильинана палăртнă, иккĕмĕшпе - «FUGA» илемлĕ фильма юрă-кĕвĕпе илемлетнĕ Александр Ян Тараненкăна тата Илья Чеснокова. «FUGA», тÿрех палăртар, фестивалĕн Гран-прине тивĕçрĕ. Çак ĕçĕн операторне Ильтимер Ефремова та фестивальте хавхалантарчĕç. Çамрăк та талпăнуллă Ильтимер кино çулне суйлама пулăшнăшăн Иосиф Дмитриев-Трер режиссера уйрăммăн тав тунă май унăн "Чĕрĕ сăмах", "Ама кайăк çулĕпе", "Андерграунд" ĕçĕсем хавхалантарнине асăнса хăварчĕ.

Профессилле артистсенчен пĕри, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн актерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ Василий Павлов, "Ехрем хуçа" фильмри сăнаршăн "Арçын рольне чи ăста выляканĕ" номинацишĕн "Асам" кинофестивалĕн статуэткиллĕ пулчĕ. "Хĕрарăм рольне чи ăста выляканĕ" - "Йăх вăрманĕ" илемлĕ фильмри Зоя Аристархова. Номинацисем нумай та, кунта пурне те каласа пĕтереймĕпĕр, тĕплĕнрех "Хыпар" хаçатăн çитес номерĕнче çырса кăтартăпăр. 

"Ехрем хуçа" фильм пирки асăнтăмăр та, Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков Чăваш наци конгресĕн ертÿçине Николай Угаслова ялан пулăшнишĕн Ехрем хуçапа танлаштарчĕ. Фестивале ирттерме вун-вун пуянтан пулăшу ыйтнине палăртрĕ вăл, анчах ал параканĕсем çукпа пĕрех иккен. Чăваш кинофестивальне йĕркелекенсем апла пулин те малалла талпăнаççĕ. Ку енĕпе вĕсене республика Пуçлăхĕ те, Культура министерстви те пулăшнине вĕсем кăмăлтан палăртаççĕ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/petem-chava...terycisene-chyslarec

Килти çăкăр шăршиллĕ кинофестиваль

17.11.2017 20:21

Килти çăкăр шăршиллĕ кинофестиваль

Çапла калас килчĕ, каларĕç те Пĕтĕм чăвашсен III "Асам" кинофестивальне вĕçленĕ май режиссерсем, операторсем, сценаристсем...

Фестиваллĕ кунсем сисмесĕрех иртрĕç. Чăваш фильмĕсемсĕр пуçне Пушкăртстан, Казахстан, Кăркăс, Якут, Турккă, Украина фильмĕсене тÿлевсĕр курма май пулчĕ кунта. Жюри пайташĕсем виçĕ лапамра конкурса хутшăнакан пур фильма та тĕплĕн пăхса тухрĕç, чылай сÿтсе яврĕç, канашларĕç, тавлашуллă самантсем те пулчĕç.

Анчах та чи лайăххи - фильмсен пахалăхĕ ÿçни, сасă тĕлĕшĕнчен таса пулни, шухăшлаттаракан киносем пулни. Тата та пахараххи - вĕсем чăн чăвашла пулни.

ЧНК президенчĕ Николай Угасловн каланă пек, хамăрăн, чăн чăвашсен киноÿнерĕ çĕнĕрен чĕрĕлчĕ çке. Çакна виççĕмĕш хут иртекен кинофестиваль ăнăçлă иртни уççăн кăтартрĕ.

Кинофестиваль пĕтĕмлетĕвĕ 1970-мĕш çулта А. Довженко киностудийĕнче Владимир Савельев режиссер Юрий Збанацкий сценарийĕпе ÿкернĕ «Çеçпĕл» илемлĕ фильм сыпăкĕпе пуçланчĕ. Кунта тĕп роле Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ Иосиф Дмитриев (Трер) вылянине пĕлмен çын сахал та пуль... Ĕнер эпир Çеçпĕл Мишши çуралнă кунне паллă турăмăр. Пурте кунта вырăнлă, сăнарлă...

"30-мĕш çулсенче чăвашкиноне пĕтернĕ хыççăн эпир çак самантсене чунтан кĕтнĕ. 40 çул ĕмĕтленни тинех çитрĕ! Чăвашкино! Ура!"-, терĕ Иосиф Александрович сцена çинчен. Унтан вăл çамрăксен театрĕн артисчĕсене чĕнсе кăларчĕ, хăй лартнă "Чĕрĕ сăмах" спектакль сыпăкне выляса пама ыйтрĕ.

"Асам" кинофестиваль çĕнтерÿçисен чыславне ертсе пынă май Дмитрий Петровпа Ольга Терентьева конкурса хутшăннă фильмсемпе тепĕр хут паллаштарчĕç. Пурĕ 18 вĕсем: 9 документаллă, 7 - илемлĕ тата 2 анимациллĕ фильм. Унсăр пуçне киноплакатсен конкурсне те пĕтĕмлетмелле. Кинофестиваль программинче конкурса кĕмен 12 фильм та пулнă.

Кăçал "Чăвашкино аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн" ятарлă приза паллă кинорежиссер, чылай фильм авторĕ, хăй вăхăтĕнче чăваш телевиденийĕнче тĕп режиссерта тăрăшнă Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Леонид Павлович Трифонов тивĕçрĕ. Хисеплĕ чыслава Чăваш Республикин Культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ Анатолий Тимофеев пурнăçларĕ. Леонид Павлович "Асам" кинофестивале пуçласа янăранпах жюри пайташĕ пулса конкурсри фильмсене хаклассипе пысăк вăй хурать. Унпа пĕрле кăçалхи кинофестивальте тÿре пулса Чăвашкино тата электронлă кинодокументсен архивĕн директорĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Медведев, паллă композитор, поэт, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат, Мускаври патшалăх кино институтне пĕтернĕ Юрий Сергеев кинорежиссер тăрăшрĕç. Жюри председателĕ пулма вара Чăваш енри кинематографистсен пĕрлĕхĕн ертÿçине Олег Цыпленкова шаннă.

"Чун савăнать, тавах кураканăмăр. Малашне çак экран çинче талантлă та пысăк ĕçсем нумай пулччăр",- терĕ аксакал - режиссер Леонид Трифонов ятарлă приза алла илнĕ май.

Кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен кинофестивалĕнче çĕнĕлĕх - киноплакатсен конкурсĕ пулчĕ. Ăна чăваш халăх художникĕ Праски Витти пĕтĕмлетрĕ. Ку конкурсра Шупашкар хулинчи Иванова Ирина - пĕрремĕш, Питĕрти Бабичева Диана - иккĕмĕш, Ерĕнпур хулинчи Слепых Юлия - виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Малалла кинофестивале хутшăнса çĕнтернĕ фильмсен авторĕсен чыславĕ пулчĕ. Чи пултаруллă сценариста тата композитора чыслассине Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова хисеп туса шанса пачĕç.

"Чăвашкино çĕнĕрен чĕрĕлчĕ. Виççĕмĕш хут иртекен "Асам" кинофестиваль чăвашра пултаруллă кино ÿкерекенсем пуррине, вĕсем вăйланса пынине уççăн катартса пачĕ. Пултарулăхăр малалла та ÿссех пытăр сирĕн"-, терĕ Николай Федорович.

Чи лайăх сценарист ята вара Чăвашкино патшалăх студийĕнче тăрăшакан Татьяна Ильина «Ыр çын каять - ыр ят юлать» документлă фильмшăн тивĕçрĕ. «Чи ăста композитор» - Александр Ян Тараненко тата Илья Чесноков, «FUGA» илемлĕ фильмшăн пулчĕç. Шел, хăйсем чыславра пулаймарĕç.

Юрий Сергеев кинорежиссера тата жюри пайташне чи маттур оператора, сасă режиссерне, монтаж режиссерне чыслама шанчĕç. "Чи ăста оператор" ята Алексей (Илтимĕр) Ефремов «FUGA» илемлĕ фильмшăн, "Чи ăста монтаж режиссерĕ" ята Виктор Чугаров «Движение в Чебоксарах» документлă фильмшăн, «Чи ăста сасă режиссерĕ» - Алексей Гордеев «Мэтр» илемлĕ фильмшăн тивĕçрĕç.

"Жюри пайташĕ пулма яваплă, анчах та сăваплă. Мĕншĕн тесен ку пирĕн, чăваш киновĕ",- терĕ Светлана Асамат «Йăх вăрманĕ» илемлĕ фильмра «Эпизодла хĕрарăм рольне ăста вылякан» (Римма Гаврилова), «Хĕрарăм рольне чи ăста выляканĕ» (Зоя Аристархова), «FUGA» илемлĕ фильмра «Иккĕмĕш планри хĕрарăм рольне ăста вылякан» ( Анна Троянская), «Битва за Новоюжку. Политик» илемлĕ фильмра «Иккĕмĕш планри арçын рольне ăста вылякан» (Сергей Трапицын), «Мэтр» илемлĕ фильмра «Эпизодла арçын рольне ăста вылякан» (Демьян Корягин) тата «Ехрем Хуçа» илемлĕ фильмра «Арçын рольне чи ăста выляканĕ» (Василий Павлов) номинацисене чысланă май.

"Фестиваль шайĕ пысăкланса пырать. Чи пысăк хисеп вăл маншăн "Чи лайăх кĕске фильм", «Чи лайăх документлă фильм», "Чи лайăх илемлĕ фильм" номинацисене чысласси", - терĕ Леонид Трифонов режиссер. Ку ята тивĕçнисем вара "Мэтр" - режиссерĕ Максим Ефремов, «Шагнувшие в бессмертие». режиссерĕ Владимир Васильев, «Битва за Новоюжку. Политик»- режиссерĕ Юрий Спиридонов тата Дмитрий Цыганов.

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» виççĕмĕш кинофестивалĕн чи сумлă парнине - Гран-Прине Марат Никитин режиссер ÿкернĕ «FUGA» илемлĕ фильм илчĕ. Жюри председателĕ (çак фестивалĕн ашшĕ тесен те юрать) Олег Михайлович Цыпленков çĕнтерÿçĕ-фильма "çут тĕнче кăтартнă" пултарулăх ушкăнне хаваспах чысларĕ. Вăлах кинофестивале йĕркелеме пулăшнă Чăваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова, культурăпа ÿнер институтне, чăваш наци библиотекине тата ытти ыркăмăллă учрежденисемпе уйрăм çынсене тав турĕ. "Тем каласа пăсас та килмест çак ырă, хăтлă, асамлă килти çăкăр шăршиллĕ лару-тăруллă кинофестивале. Майĕпен эпир чăвашкинона çÿллĕ шая çĕклетпĕр. Пире республика ертÿлĕхĕ , культура министерстви укçа-тенкĕпе пулăшать. Чăвашкинона аталантарас тесен пĕтĕм тăван халăх вăй хурса, нимелле тăрăшмалла. Тав сире!",- терĕ Олег Цыпленков.

Уява Чăваш академи юрăпа ташă ансамблĕ, "Янтал", Янташ", Дуняша Стайл" тата ытти ушкăнсем хăйсен юрри-ташшипе илемлетрĕç.

Пĕтĕм чăвашсен тăваттăмĕш кинофестивалĕччен!

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи, Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/1135.html

В Чебоксарах продолжаются показы конкурсных фильмов кинофестиваля "Асам"

16.11.2017 22:30

В Чебоксарах продолжаются показы конкурсных фильмов кинофестиваля "Асам"

В рамках III Всечувашского кинофестиваля "Асам" в Национальной библиотеке Чувашской Республики продолжается показ кинофильмов с целью пропаганды творческих достижений чувашских киностудий, широкой популяризации национальных фильмов среди населения Чувашской Республики.

15 ноября фестивальный день начался с показа конкурсного художественного фильма "Й?х в?рман?" (Лес нашего рода) на чувашском языке. Режиссер и автор сценария – Нина Панина, операторы - И. Ильина, В. Корсаков. Драма по одноименной пьесе Н. Паниной повествует о чувашской семье, где все мужчины погибают в ходе войн – Великой Отечественной, Афганской, Чеченской... Не было зрителя, которого бы не тронула эта история, слезы вытирали даже члены жюри. Фильм представил директор студии "Аксар" Алексей Иванов, в обсуждении приняли участие О. Цыпленков, С. Азамат, М. Карягина.

Показ продолжил конкурсный документальный фильм "50 лет – дивный возраст", подготовленный к 50-летию со дня образования балетной труппы в Чувашском государственном театре оперы и балета. Фильм рассказывает об истории создания труппы, о премьерах театра и о 21-м Международном балетном фестивале (2017 г.). Режиссер и автор сценария – Марат Никитин. Фильм снят на киностудии "Ат?л", а его премьера состоялась на X юбилейном Чебоксарском международном кинофестивале (май 2017 г.). Фильм оценили, в первую очередь, любители балета и поклонники театра.

Киноистория под названием "FUGA" режиссера Марата Никитина разворачивается вокруг главного героя фильма, санитара больницы Матвея Безродного, который живет в Ядрине. У героя тяжелая форма амнезии (диссоциативная фуга, отсюда и название), он ничего не помнит из своего прошлого. Однажды он совершает героический поступок и попадает на ток-шоу в Москву, где и узнает все о себе и своем прошлом... Фильм получил приз за лучшую режиссерскую работу на Чебоксарском кинофестивале.

Авторское кино Виктора Чугарова "Движение в Чебоксарах" продолжает серию журналистских исследований жизни в современных городах под ключевым названием "PRO-Движение". В. Чугаров выступил в нём как сценарист, режиссёр, оператор и главный персонаж. Среди персонажей фильма такие известные персоны, как дирижёр Ольга Нестерова, поэт Елена Светлая, скульптор Владимир Нагорнов, художник Юрий Пичугин, предприниматель Доктор Бассам, фотограф Ян Шрёдер, певица Фарида... Со слов автора, фильм снимался 4 года. Волжская провинция сегодня превратилась в центр промышленности, науки, культуры, спорта и туризма. Набережная Волги, живописные лесопарки, "старый город", благоустроенные жилые районы – излюбленные места отдыха чебоксарцев и гостей столицы. Город прекрасен летом и зимой, осенью и весной, на рассвете и на закате, в будний день и в праздники.

Зрители высоко оценили картину, бурно аплодировали, просили продолжения работы и выходили из зрительного зала с одухотворенными лицами. Олег Цыпленков отметил, что фильм "Движение в Чебоксарах" выдвинут на участие в международном кинофестивале в Палестине.

В этот же день вниманию зрителей были представлены конкурсный художественный фильм "Битва за Новоюжку. Политик" режиссера и автора сценария Ю. Н. Спиридонова, Д. Цыганова и внеконкурсные документальные фильмы: "Башкирский женский костюм" режиссера и автора сценария Тансулпан Буракаевой, "Слово, оставленное предками" режиссера Молдосейит Мамбетакунова.

В обсуждении фильма "Битва за Новоюжку" принял участие один из режиссеров Дмитрий Цыганов, который раскрыл идею и сюжет фильма, а также ответил на вопросы зрителей.

В фильме "Башкирский женский костюм" показан многогранный и самобытный талант башкиров в создании народных костюмов, охватывающий период от бронзового века до XXI в. Перед зрителями своими впечатлениями (мнениями) поделились члены жюри Марина Карягина, Светлана Азамат.

Внеконкурсный документальный фильм "Слово, оставленное предками" посвящен кыргызскому народному эпосу Манас. Манас – крупнейший кыргызский эпос и имя его главного героя – богатыря, объединившего кыргызов. Фильм демонстрировался на кыргызском языке, а субтитры были представлены на турецком. По окончании кинопоказа члены жюри разъяснили сюжет и идею фильма зрителям.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.cheboksary.ru/cultu...ofestivalja_asam.htm

КИНОФЕСТИВАЛЬ «АСАМ» СТАРТОВАЛ В НАЦИОНАЛЬНОЙ БИБЛИОТЕКЕ

15.11.2017 12:09

DSC0000314 ноября на киноплощадке Национальной библиотеки Чувашской Республики стартовал показ фильмов III Всечувашского кинофестиваля «Асам». С приветственным словом к зрителям обратился председатель Союза кинематографистов Чувашской Республики, председатель жюри кинофестиваля Олег Михайлович Цыпленков. Вместе с ним все эти дни киноработы будут оценивать режиссер Юрий Николаевич Сергеев и заслуженный деятель искусств Чувашской Республики Светлана Васильевна Асамат.

Фоторепортаж

Вниманию зрителей были предложены документальные фильмы режиссера и сценариста, поэта, журналиста Марины Карягиной «Халăх хĕрĕ. Валентина Смирнова опера юрăçи» (Дочь народа. Оперная певица Валентина Смирнова) и «Дамский угодник», а также художественный фильм «Ехрем хуҫа» (Купец Ефремов) режиссера Вячеслава Оринова по пьесе народного писателя Чувашии Анатолия Кибеча.

Перед началом фильмов Марина Карягина представила документальный фильм «Халӑх хӗрӗ. Валентина Смирнова опера юрӑҫи», посвященный жизни и деятельности оперной певицы Валентине Смирновой. Следующая работа Марины Карягиной «Дамский угодник» знакомит с удивительным человеком, чувашским художником Владиславом Николаевым, автором государственных наград республики. Через творчество художника талантливый режиссёр Марина Карягина показывает жизнь и быт чувашского народа.

Исторический фильм «Ехрем хуҫа» занимает достойное место в чувашском киноискусстве и культуре, в нём показан один день из жизни семьи известных чувашских купцов Ефремовых в начале 20-го века. В фильме показаны взаимоотношения в семье купца Прокопия Ефремова, его вклад в развитие чувашского края. Фильм представил автор сценария Анатолий Кибеч, который ответил на многочисленные вопросы зрителей о семье Ефремовых.

Вниманию членов жюри и зрителей в конкурсной программе также были представлены художественные фильмы «Зона» и киноальманах «Тьма» режиссёра Максима Стоялова.

Короткометражный художественный фильм «Зона», по словам режиссёра картины, «фильм о дружбе. В нем показано, насколько важно в тяжелых ситуациях оставаться человеком, не предать друга, партнера ради своих животных инстинктов».

Необычный российско-украинский проект киноальманах «Тьма» включает в себя три короткометражных работы разных авторов. Эти киноленты были отмечены дипломами на нескольких кинофестивалях в Москве и Украине.

Приглашаем всех поклонников киноискусства на кинопоказы III Всечувашского кинофестиваля «Асам». Программа >>>

Справки по тел. (8352) 62-38-12

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.nbchr.ru/index.php?...catid=465&Itemid=483

КИНОФЕСТИВАЛЬ «АСАМ». Документальный фильм "Шагнувшие в бессмертие"

15.11.2017 12:00

DSC00002Продолжает свою работу III Всечувашский фестиваль чувашского киноискусства «Асам», учрежденный Чувашской республиканской общественной организацией «Cоюз кинематографистов Чувашской Республики», Министерством культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики, Межрегиональной общественной организацией «Чувашский национальный конгресс».

Фоторепортаж

Во второй день работы Фестиваля, внимание зрителей не мог не привлечь конкурсный документальный фильм «Шагнувшие в бессмертие» (Россия, Чувашия, 2017). Фильм повествует о подвиге малоизвестных героев-подпольщиков Великой Отечественной войны, уроженцев Чувашии Николая Волкова и Варвары Шапошниковой.

Автор фильма – исполнительный директор Совета Ассамблеи народов Чувашии, председатель Общественного совета при Минкультуры Чувашии, доктор культурологии, кандидат исторических наук, профессор Чувашского государственного университета им. И.Н. Ульянова, публицист Владимир Александрович Васильев – рассказал зрителям об истории создания фильма, о предстоящих мероприятиях по увековечиванию памяти наших земляков в Чувашии. Съемки фильма проходили в Чувашии, Томске, Беларуси. Большую помощь в создании документальной ленты об известной неизвестной войне оказали Россотрудничество и Посольство Республики Беларусь в Российской Федерации. Фильм стал еще одной вехой в упрочении дружбы между братскими народами.

В обмене мнениями приняли участие полковник, член Совета ветеранов Управления ФСБ России по Чувашской Республике, член Союза журналистов России, поэт, писатель и публицист В.П. Кошкин, председатель Совета ветеранов УМВД России по г. Чебоксары, начальник Штаба Ленинского РОВД г. Чебоксары, полковник милиции в отставке Г.Г. Фадеев, поэт и переводчик Светлана Азамат.

В этот же день состоялся показ внеконкурсного фильма «Чистый лист» (Россия, 2015). Этой документальной ленте присужден специальный диплом жюри Х Чебоксарского международного кинофестиваля (май 2017 года) «За оригинальное раскрытие темы». Продюсер, режиссер и автор сценария – Айна Мередова, Россия, Ненецкий автономный округ. Новелла снята по мотивам книги Алексея Голубцова «Письма Гриши».

В отличие от динамизма и трагической темы «Шагнувших в бессмертие», фильм «Чистый лист» – это неспешность и философский характер повествования о быте и укладе ненецкого народа. В центре внимания – судьба молодого кочевника тундры Григория, который любит классику и жаден до знаний. Ему важно понять, куда идет время, как устроен мир, для чего человек рождается, почему чувствует себя одиноким, какие у него жизненные ценности, почему люди совершают зло? Пытаясь ответить на эти вопросы, Гриша пишет книгу о смысле жизни. Финал фильма тоже оказывается трагичным: столкнувшись со злом, добрый и открытый миру Гриша погибает.

Дальнейший показ был представлен двумя внеконкурсными документальными фильмами: «Путь» (Казахстан, 2016) и «24 снега» (Россия, Саха-Якутия, 2016).

Темы, затронутые во внеконкурсных документальных фильмах, не оставили равнодушными никого из присутствующих в зале: это увлекательные истории о человеческом духе, его пути, его конфликте с сознанием и реальностью, которые, безусловно, сделали зрителей духовно и нравственно богаче и сильнее.

 

Информацию подготовили Л.С. Никитина и Л.А. Вьюнова, тел. 23-02-17, доб. 158

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.nbchr.ru/index.php?...catid=465&Itemid=483

День первый. Анонс показов фильмов в Национальной библиотеке Чувашской Республики

15.11.2017 11:01

Сегодня, 13 ноября, в Чувашии стартует III Всечувашский кинофестиваль «Асам». С завтрашнего дня фестивальные показы фильмов начнутся и в Национальной библиотеке Чувашской Республики.

В этот день вниманию взыскательных зрителей будут предложены два документальных фильма режиссера и сценариста, известной чувашской поэтессы, журналиста Марины Карягиной «Халăх хĕрĕ. Валентина Смирнова опера юрăçи» (Дочь народа. Оперная певица Валентина Смирнова) и «Дамский угодник», а также художественный фильм «Ехрем хуҫа» (Купец Ефремов) режиссера Вячеслава Оринова по пьесе народного писателя Чувашии Анатолия Кибеча.

Документальный фильм Марины Карягиной «Халӑх хӗрӗ. Валентина Смирнова опера юрӑҫи» посвящен оперной певице Валентине Смирновой, истории становления ее личности. Рассказ о том, как девочка из чувашской глубинки стала известной певицей, народной артисткой Чувашии, заслуженной артисткой Российской Федерации.

В своей работе «Дамский угодник» Марина Карягина знакомит с чувашским художником Владиславом Николаевым, автором государственных наград республики. Через его творчество талантливый режиссёр показывает жизнь и быт чувашского народа. Стоит отметить, что «Дамский угодник» является дипломантом открытого фестиваля документального кино и телевизионных авторских программ Северного Кавказа «Кунаки».

Заслуженный деятель искусств Чувашской Республики Вячеслав Оринов является победителем Республиканского конкурса театрального искусства «Чĕнтĕрлĕ чаршав» (Узорчатый занавес), лауреатом премии им. В. Митты. Создал чувашские игровые художественные фильмы. Исторический фильм «Ехрем хуҫа» занимает достойное место в чувашском киноискусстве и культуре, в нём показан один день из жизни семьи известных чувашских купцов Ефремовых в начале 20-го века.

Приглашаем всех желающих на наши бесплатные киносеансы. Начало в 10.00.

Информацию подготовила

ведущий библиотекарь

центра «Чувашская книга»

Ольга Тимофеева

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.nbchr.ru/index.php?...catid=465&Itemid=483

«Асам» кинофестиваль

15.11.2017 09:13

Чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче республикăра Пĕтĕм чăвашсен «Асам» кинофестивалĕ иртет. Вăл «Çеçпĕл» кинотеатрта уçăлнă.

Мероприятие Чăваш Енре виççĕмĕш хут йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ — киноискусствăри пултаруллă ăстасене палăртасси, чăваш киностудийĕн çитĕнĕвĕпе паллаштарасси, халăхра наци фильмне сарасси.

Жюри конкурса тăратнă кĕске тата тулли метражлă илемлĕ, документлă, анимациллĕ фильмсене 14 номинаципе хаклĕ. Чи лайăххисен вара тĕп приза çĕнсе илессишĕн тупăшма тивĕ. Чăваш киноискусствине аталантарас тĕлĕшпе тÿпе хывнă фильмсене ятарлă номинаципе палăртĕç.

Куракансем Наци библиотекинче паллă поэтăн тата журналистăн Марина Карягина режиссерăн «Халăх хĕрĕ. Валентина Смирнова опера юрăçи», «Дамский угодник» документлă, Вячеслав Оринов режиссерăн «Ехрем хуçа» илемлĕ фильмĕсемпе паллашнă. Киносеанссене тÿлевсĕр кĕртеççĕ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/asam-kinofestival

С сегодняшнего дня начались показы III Всечувашского кинофестиваля «Асам»

14.11.2017 19:21

Фестивальный день в залах Госкиностудии «Чувашкино» и архива электронной документации начался с ретроспективного сеанса, посвященного 90-летию образования «Чувашкино». Вниманию зрителей был представлен художественный фильм Иоакима Максимова-Кошкинского «Киремет кати» (Священная роща) 1931года. Далее можно было посмотреть драму «FUGA», накануне открывавшую кинофорум. В полнометражной картине Марата Никитина, созданной в 2017 году на студии «Атǎл», авторы поднимают непростые вопросы морали в современном обществе. Продолжил конкурсную программу в «Чувашкино» полуторачасовой фильм на чувашском языке «Йǎх вǎрманĕ» (Лес рода) Нины Паниной. Автор Виктор Чугаров и герой фильма, председатель Чувашского регионального отделения Общества солидарности и сотрудничества народов Азии и Африки Аль-Балауи Бассам Фатхи представили документальный проект «Движение в Чебоксарах». Молодой фотограф и кинорежиссер в своих городских зарисовках и интервью с жителями столицы Чувашии пишет кинолетопись и признается в любви родному городу. После сеанса состоялось обсуждение фильма, в котором приняли участие авторы фильма и зрители.

На площадке в Театре юного зрителя им. М. Сеспеля сегодня были представлены два анимационных фильма Студии детской мультипликации Алатырской детской школы искусств. Зрители смогли посмотреть мультик «Пых» 2016 года и созданную совсем недавно сказочную историю «Как собака друга искала». Богатой оказалась программа документального кино. Были показаны сразу три фильма на чувашской языке: «Тăван Енĕм Патăръел» (Край родной - Батыревский), созданный к 90-летию Батыревского района и «Ыр çын каять-ыр ят юлать» (Доброе имя не померкнет в народе) биографический фильм об Аркадие Айдаке (режиссер Татьяна Ильина) и антитеррористический «Пирĕн пуласлăх туслăхра» (В дружбе – наше будущее) Алексея Енейкина. Максим Ефремов представил короткометражку «Мэтр», а Марат Никитин «50 лет – дивный возраст», созданный к юбилею чувашского балета. Завершился фестивальный день в малом зале ТЮЗа им. М. Сеспеля показом в специальной программе «Асама» «Влияние кино на познание народов» - «Тюркское кино». Тансулпан Буракаева представила «Башкирский женский костюм».

Завтра, 15 ноября, площадки III Всечувашского кинофестиваля «Асам» снова ждут своих зрителей. Вход на все мероприятия фестиваля – свободный.

В. Кочешкова

 

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gatd.archives21.ru/...x?id=105056&s_page=1

"Асам" кинофестиваль паян çĕнĕ ятпа паллаштарчĕ

14.11.2017 12:29

Ĕнер Пĕтĕм чăвашсен "Асам" III  кинофестивалĕ Марат Никитин режиссерăн "Фуга" илемлĕ фильмĕпе уçăлнине "Хыпар" издательство çурчĕ çĕркаçах пĕлтернĕччĕ

Фестиваль жюрин паян программăри çĕнĕ авторсен ĕçне хаклама тиврĕ. Чăваш Енри киноăстисен ĕçĕпе паллаштаракан форум иртекен виçĕ лаптăкран пĕринче, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнчи кинозалта, 10 сехет те 10 минутра "Çавра çил варринче манăн кун..." документлă фильма кăтартнă. "Асам" программине кĕртме ăна çак ĕçĕн операторĕ Александр Шумов сĕннĕ. Сăмах май, ăна ĕнер Чăваш Республикин кинематографистсен союзĕн членне илни çинчен калакан удостоверени пачĕç (сăн ÿкерчĕкре). 

"Хыпар" издательство çурчĕ фестиваль уçăличчен темиçе кун маларах "Çавра çил варринче манăн кун..." документлă фильм режиссерĕпе тата сценарисчĕпе Инна Великановапа теелфопа çыхăнчĕ. Инна Петровна Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Ăстакасси ял библиотекинче ĕçлет. Вăл "Хыпар" издательство çуртне пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енĕн Наци вулавăшĕ ирттерекен конкурссене хутшăнса вăл видероликсем хатĕрлеме унчченех пуçланă. Кăçалхи ĕçе хăйсен ентешĕн, Любовь Мартьянова сăвăçăн, пултарулăхне халалланă. 

"Эпĕ - чăваш чĕлхишĕн, чăваш писателĕсемшĕн, чăваш культуришĕн. Хамăр районти Карапаш ялĕнче çуралнă Любовь Мартьянован "Çавра çил варринче манăн кун..." кĕнеки пĕлтĕр тухрĕ. Фильма кăçал çуркунне ÿкертĕмĕр, - каласа кăтартрĕ Инна Великанова. - Библиотека çумĕнче "Кăмăл" фольклор коллективне çÿрекенсене хăйсене килĕшекенсене фильмра ÿкерĕнме сĕнтĕм те хаваспах килĕшрĕç. Вĕсем хăйсене килĕшекен сăвăсене суйласа илчĕç. Хамăр тăрăхри хитре вырăнсене тухса репетицисĕрех ÿкертĕмĕр". 

"Çавра çил варринче манăн кун..." документлă фильма паян çитейменнисем "Чăвашкино" киностудин тата электрон документацин архивĕн çуртĕнче ыран 16 сехетре курма пултарĕç. Кинофестиваль программинчи фильмсене "Çеçпĕл" кинозалта, "Чăвашкино" çуртĕнче тата Чăваш наци библиотекинче кăтартаççĕ. Тулли программăпа http://ru.avan-kino.com/a/news/84.html каçăпа иртсе паллашма пулать.

Аса илтерер: "Асам" кинофестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Енĕн культура министрĕ Константин Яковлев; Шупашкар хула пуçлăхĕн заместителĕ Виктор Горбунов;чăваш парламенчĕн депутачĕ, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов; Чăваш Ен халăхĕсен ассамблейин канашĕн председателĕ культурологи наукисен докторĕ Владимир Васильев хутшăнчĕç. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнчи пĕчĕк кинозал сцени çинче юрă-ташă ăстисем те: Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ, "Янташ" ушкăн, "Дуняша Стайл" вокал квартечĕ, Шупашкарти Ф. Павлов ячĕллĕ музыка училищин "Янтал" фольклор ушкăнĕ - хăпарчĕç. Фестивале уçма йĕркеленĕ савăнăçлă мероприятие тата, паллах, режиссерсем, операторсем, актерсем, продюсерсем, киноÿнере хаклакан ытти çын пуçтарăннăччĕ. 

Вера ЭВЕРККИ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/asam-kinofe...-yatpa-pallashtarche

"Асам" кинофестиваль уҫӑлчĕ

14.11.2017 11:37

Чӑваш культуришĕн, киноӳнерĕшĕн паллӑ самант- чӳкĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта кӑҫалхипе виҫҫĕмĕш хут Пĕтĕм чӑвашсен "Асам" кинофестивалĕ уҫӑлчĕ.

Пĕлтĕр кинофестивале уҫма чӑваш наци вулавӑшне суйланӑччĕ пулсан, кӑҫал чӑваш киноне хисеплекенсене "Ҫеҫпĕл" кинотеатр, тĕрĕссипе Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ чӑваш ҫамрӑксен театрĕ хӑйĕн ҫĕнĕ ҫуртĕнче йышӑнчĕ.

Театр фойинче фестиваль хӑнисене "чĕрĕ" кĕвĕпе культурӑпа ӳнер институчĕн халăх инструменчĕсен ансамблĕ кĕтсе илчĕ.

Чӑвашкино директорĕ, кинематографистсен пĕрлешĕвĕн ертӳҫи Олег Цыпленков, ҫамрӑксен театрĕн директорĕ Елена Николаева Чӑваш Республикин Культура министрне Константин Яковлева, Чӑваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова тата ытти сумлӑ хӑнасене кĕтсе илчĕҫ. Хисеплĕ хӑнасем малтанах конкурса хутшӑнакан киноплакатсен тата ĕлĕкхи киноафишӑсен куравĕпе паллашрĕҫ. Кӑҫал киноплакатсен конкурсĕ кинофестивалĕн ҫĕнĕлĕхĕ пулчĕ.

"Асам" кинфестиваль уҫӑлнӑ ҫĕре Чӑваш Ен культурӑпа ӳнер ĕҫченĕсем, режиссерсемпе сценаристсем, студентсемпе вĕренекенсем, тӑван киноӳнерпе кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнчĕҫ. Кинотеатрӑн пĕчĕк залĕ килнисене пурне те шӑнӑҫтараймарĕ, анчах та никам та каялла каймарĕ, "Асамра" асамлӑх кĕтрĕ.

Чӑваш Республикин культура, национальнӑҫсен ĕҫĕсен тата архив ĕҫĕн министрĕ пурне те кинофестиваль уҫӑлнӑ ятпа саламларĕ. Константин Геннадиевич Чӑвашкино никĕсĕ ҫирĕппине, малашлӑхĕ тата та пысӑккине каларĕ, фестивале тухӑҫлӑ ĕҫлесе ҫĕнĕ талантсене палӑртма сунчĕ.

Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов савӑнӑҫлӑ самантпа, кинофестиваль виҫҫĕмĕш хут уҫӑлнипе, чӑвашкиновĕн малашлӑхне шанса ĕненекенсене пĕр ҫĕре пуҫтарнипе пурне те саламларĕ. Николай Федорович ҫак пархатарлӑ ĕҫе ҫĕнĕрен пуҫарса яракансене тав турĕ, пысӑк ӑнӑҫу сунчĕ.

Шупашкар хулин пуҫлӑхĕн ҫумĕ Виктор Горбунов та паллӑ пулӑмпа саламлама килчĕ. Вӑл та кинофестиваль малашлӑхĕ пуррине, чӑвашкино пысӑк утӑмсемпе малалла аталанассине шаннине каларĕ.

"Асама" илемлĕн те савӑнӑҫлӑн уҫма чӑваш патшалӑх академиллĕ юрӑпа ташӑ ансамблĕ, "Янташ", "Янтал", " Дуняша Стайл" юрӑ ушкӑнĕсем хӑйсен юрри- ташшипе, М. Кошкинский ячĕллĕ халӑх театрĕ кăсăклă инсценировкипе пулӑшрĕҫ.

Пĕтĕм чӑвашсен кинофестивалĕн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ Олег Цыпленков кино аталанӑвне патшалӑх шайĕнче ҫӳле ҫĕклеме пулăшнăшăн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне тата Культура министрне чунтан тав турĕ, кинорежиссерсене фильмсем ӳкерме ҫанна тавӑрса ĕҫлеме май туса панӑшӑн савӑннине пытармарĕ. Вӑл паллӑ пулӑм уҫӑлнине пĕлтерсе кинематографистсен ятарлӑ хлопушкине шаплаттарчĕ.

Курма килнисем вара конкурса кĕнĕ пĕрремĕш илемлĕ фильмпа паллашрĕҫ. Ку чыса Марат Никитин режиссер ӳкернĕ "Фуга" фильм тивĕҫрĕ.

Паян кинофестиваль малалла ĕҫлĕ.

Аса илтеретĕп, конкурса хутшӑнакан кинофильмсемпе "Ҫеҫпĕл" кинотеатрта, Чӑвашкино тата электронлӑ кинодокументсен архивĕнче, чӑваш наци вулавӑшĕнче паллашма пулать.

Сăнÿкерчĕксен репортажĕ https://ok.ru/chvashnats/topic/67696070691600 каçăпа.

Зоя Яковлева, чӑваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/1126.html

Страницăсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 19