Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: soyuzcinemachuv@gmail.com

Тĕплĕнрех

"Асам" кинофестиваль уҫӑлчĕ

14.11.2017 11:37

Чӑваш культуришĕн, киноӳнерĕшĕн паллӑ самант- чӳкĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта кӑҫалхипе виҫҫĕмĕш хут Пĕтĕм чӑвашсен "Асам" кинофестивалĕ уҫӑлчĕ.

Пĕлтĕр кинофестивале уҫма чӑваш наци вулавӑшне суйланӑччĕ пулсан, кӑҫал чӑваш киноне хисеплекенсене "Ҫеҫпĕл" кинотеатр, тĕрĕссипе Ҫеҫпĕл Мишши ячĕллĕ чӑваш ҫамрӑксен театрĕ хӑйĕн ҫĕнĕ ҫуртĕнче йышӑнчĕ.

Театр фойинче фестиваль хӑнисене "чĕрĕ" кĕвĕпе культурӑпа ӳнер институчĕн халăх инструменчĕсен ансамблĕ кĕтсе илчĕ.

Чӑвашкино директорĕ, кинематографистсен пĕрлешĕвĕн ертӳҫи Олег Цыпленков, ҫамрӑксен театрĕн директорĕ Елена Николаева Чӑваш Республикин Культура министрне Константин Яковлева, Чӑваш наци конгресĕн президентне Николай Угаслова тата ытти сумлӑ хӑнасене кĕтсе илчĕҫ. Хисеплĕ хӑнасем малтанах конкурса хутшӑнакан киноплакатсен тата ĕлĕкхи киноафишӑсен куравĕпе паллашрĕҫ. Кӑҫал киноплакатсен конкурсĕ кинофестивалĕн ҫĕнĕлĕхĕ пулчĕ.

"Асам" кинфестиваль уҫӑлнӑ ҫĕре Чӑваш Ен культурӑпа ӳнер ĕҫченĕсем, режиссерсемпе сценаристсем, студентсемпе вĕренекенсем, тӑван киноӳнерпе кӑсӑкланакансем пуҫтарӑнчĕҫ. Кинотеатрӑн пĕчĕк залĕ килнисене пурне те шӑнӑҫтараймарĕ, анчах та никам та каялла каймарĕ, "Асамра" асамлӑх кĕтрĕ.

Чӑваш Республикин культура, национальнӑҫсен ĕҫĕсен тата архив ĕҫĕн министрĕ пурне те кинофестиваль уҫӑлнӑ ятпа саламларĕ. Константин Геннадиевич Чӑвашкино никĕсĕ ҫирĕппине, малашлӑхĕ тата та пысӑккине каларĕ, фестивале тухӑҫлӑ ĕҫлесе ҫĕнĕ талантсене палӑртма сунчĕ.

Чӑваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов савӑнӑҫлӑ самантпа, кинофестиваль виҫҫĕмĕш хут уҫӑлнипе, чӑвашкиновĕн малашлӑхне шанса ĕненекенсене пĕр ҫĕре пуҫтарнипе пурне те саламларĕ. Николай Федорович ҫак пархатарлӑ ĕҫе ҫĕнĕрен пуҫарса яракансене тав турĕ, пысӑк ӑнӑҫу сунчĕ.

Шупашкар хулин пуҫлӑхĕн ҫумĕ Виктор Горбунов та паллӑ пулӑмпа саламлама килчĕ. Вӑл та кинофестиваль малашлӑхĕ пуррине, чӑвашкино пысӑк утӑмсемпе малалла аталанассине шаннине каларĕ.

"Асама" илемлĕн те савӑнӑҫлӑн уҫма чӑваш патшалӑх академиллĕ юрӑпа ташӑ ансамблĕ, "Янташ", "Янтал", " Дуняша Стайл" юрӑ ушкӑнĕсем хӑйсен юрри- ташшипе, М. Кошкинский ячĕллĕ халӑх театрĕ кăсăклă инсценировкипе пулӑшрĕҫ.

Пĕтĕм чӑвашсен кинофестивалĕн йĕркелӳ комитечĕн председателĕ Олег Цыпленков кино аталанӑвне патшалӑх шайĕнче ҫӳле ҫĕклеме пулăшнăшăн Чӑваш Ен Пуҫлӑхне тата Культура министрне чунтан тав турĕ, кинорежиссерсене фильмсем ӳкерме ҫанна тавӑрса ĕҫлеме май туса панӑшӑн савӑннине пытармарĕ. Вӑл паллӑ пулӑм уҫӑлнине пĕлтерсе кинематографистсен ятарлӑ хлопушкине шаплаттарчĕ.

Курма килнисем вара конкурса кĕнĕ пĕрремĕш илемлĕ фильмпа паллашрĕҫ. Ку чыса Марат Никитин режиссер ӳкернĕ "Фуга" фильм тивĕҫрĕ.

Паян кинофестиваль малалла ĕҫлĕ.

Аса илтеретĕп, конкурса хутшӑнакан кинофильмсемпе "Ҫеҫпĕл" кинотеатрта, Чӑвашкино тата электронлӑ кинодокументсен архивĕнче, чӑваш наци вулавӑшĕнче паллашма пулать.

Сăнÿкерчĕксен репортажĕ https://ok.ru/chvashnats/topic/67696070691600 каçăпа.

Зоя Яковлева, чӑваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/1126.html

Открылся III Всечувашский кинофестиваль «Асам»

14.11.2017 10:11

13 ноября в Чувашском государственном ордена Дружбы народов театре юного зрителя им. М. Сеспеля состоялось торжественное открытие III Всечувашского кинофестиваля «Асам». В мероприятии приняли участие депутат Государственного Совета Чувашской Республики, Президент МОО «Чувашский национальный конгресс» Николай Угаслов, министр культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики Константин Яковлев, заместитель главы города Чебоксары – председателя Чебоксарского городского Собрания депутатов Виктор Горбунов, заместитель Председателя Совета Ассамблеи народов Чувашии – исполнительный директор Ассамблеи Владимир Васильев, известные режиссеры, операторы, актеры, продюсеры, деятели культуры и искусства Чувашии, настоящие ценители кино.

В фойе театра была развернута экспозиция киноафиш к советским кинофильмам, выполненных современными дизайнерами, ретроафиши из фондов «Чувашкино» и частных коллекций, а также выставка работ участников Международного конкурса киноплакатов «Асам», впервые в этом году объявленного Союзом кинематографистов Чувашской Республики. Гостей фестиваля встречал оркестр народных инструментов Чебоксарского музыкального училища имени Ф.П. Павлова. 

Началась церемония открытия III Всечувашского кинофестиваля «Асам» инсценировкой из жизни деревенской чувашской школы 1926 года в исполнении артистов Чувашского народного театра им. И.С. Максимова-Кошкинского ДК им. П. Хузангая г. Чебоксары. Выступление артистов предварило показ воспоминаний основоположников Чувашского кино И.С. Максимова-Кошкинского и Тани Юн 1926 года.

Гостей и участников кинофестиваля приветствовал министр культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики Константин Яковлев. Он отметил, что Чувашия внесла немалый вклад в развитие российской киноиндустрии. Здесь почти за вековую историю наработан свой неповторимый опыт по созданию национальных картин. Константин Геннадиевич также подчеркнул, что в республике очень много талантливых мастеров кино, поэтому перспективы у чувашского кино очень большие. Он пожелал всем участникам кинофестиваля дальнейших творческих успехов.

В ходе открытия зрителям был продемонстрирован дайджест из трейлеров конкурсных фильмов и представлено жюри фестиваля.

С приветственным словом в адрес присутствующих также обратился председатель Союза кинематографистов Чувашской Республики, председатель жюри кинофестиваля Олег Цыпленков. Он рассказал историю создания кинофестиваля, вручил членский билет и значок Союза кинематографистов Чувашской Республики члену Союза Александру Шумову. 

После пожелания удачи всем участникам киноконкурса Олег Михайлович дал старт третьему «Асаму» традиционным щелчком кинематографической хлопушки.

Торжественную церемонию украсили выступления артистов Чувашского государственного ансамбля песни и танца, группы «Янташ», вокального квартета «Дуняша Стайл», фольклорного коллектива Чебоксарского музыкального училища им. Ф. Павлова «Янтал».

Напомним, Кинофорум учрежден Чувашской республиканской общественной организацией «Союз кинематографистов Чувашской Республики», Министерством культуры, по делам национальностей и архивного дела Чувашской Республики, МОО «Чувашский национальный конгресс» и проводится ежегодно в г. Чебоксары. Цель фестиваля - выявление талантливых мастеров киноискусства, пропаганда творческих достижений чувашских киностудий, широкая популяризация национальных фильмов среди населения Чувашской Республики. На конкурсе-2017 представлены короткометражные и полнометражные фильмы художественного, документального и анимационного жанров, как творческих коллективов, так и частных студий, с участием творческих союзов, деятелей культуры и искусства, любителей киноискусства. Кинопоказы и другие мероприятия фестиваля будут проводится с 13 по 17 ноября на трех площадках: в Театре юного зрителя им. М. Сеспеля, Национальной библиотеке Чувашской Республики и Госкиностудии «Чувашкино» и архиве электронной документации. Кульминацией кинофестиваля станет его торжественная церемония награждения победителей 17 ноября.

На все мероприятия кинофестиваля вход свободный.

 

 

           

     

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.gatd.archives21.ru/...x?id=105055&s_page=1

«Асам» кинофестивале Марат Никитин фильмӗпе уҫрӗҫ

13.11.2017 22:39

Ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнче паян «Асам» III кинофестивале савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Эпир ӑна онлайн мелӗпе ҫутатса пытӑмӑр.

Пӗтӗмлетсе каласан «Асам» кинофестивалӗн чи сумлӑ хӑнисем Константин Яковлев культура министрӗпе Николай Угаслов ЧНК президенчӗ пулчӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те ку кинофестиваль чӑваш халӑхӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине каларӗҫ. «Малтанах, 2015 ҫулта ку кинофестивале шанманнисем чылайччӗ», — терӗ культура министрӗ. — «Паян вара залра лӑк тулли халӑх. Ларма вырӑн та ҫук». Чӑн та зал тӑп-тулличчӗ. Нумайӑшӗн ура ҫинче тӑрса пӑхма тиврӗ. Сӑлтавӗ — ҫамрӑксен театрӗн ҫуртӗнчи Пысӑк зал юсавра пулнинче.

Кӑҫалхи «Асам» кинофестивале Марат Никитин режиссёрӑн «FUGA» фильмӗпе уҫрӗҫ. Унсӑр пуҫне куракансем «История чувашского кино» (чӑв. Чӑваш киновӗн историйӗ) фильм та курма пултарчӗҫ — унта Тани Юнпа Иоаким М.-Кошкинский асаилӗвӗсемпе паллашрӗҫ.

Тӗплӗнрех пирӗн онлайн-репортажра паллашма пултаратӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvash.org/news/17443.html?_utl_t=fb

Конкурс киноплакатов и фильм "FUGA": в Чебоксарах стартовал III Всечувашский кинофестиваль

13.11.2017 22:39

Показом художественного фильма "FUGA» режиссера М. Никитина открылся III Всечувашский кинофестиваль "Асам". Значительный в культурной жизни республики кинофорум стартовал сегодня в театре юного зрителя им. М. Сеспеля, расположенном в бывшем здании кинотеатра "Сеспель".

До начала кинофестиваля прошло открытие I международного конкурса киноплакатов "Асам". Уточним, организатором творческого конкурса явился Cоюз кинематографистов Чувашии (председатель - Олег Цыпленков). В конкурсе лучших плакатов принять участие могли не только профессионалы-дизайнеры, но и любители. Не стали ограничивать и количество работ, подаваемых на конкурс. Главным условием явилось то, что плакат должен был содержать слова "Пĕтĕм чăвашсен III "Асам» кинофестивалĕ" и "III Всечувашский кинофестиваль "Асам". 

На открытие кинофестиваля прибыли министр культуры Чувашии Константин Яковлев, депутат Госсовета Чувашии, президент Чувашского национального конгресса Николай Угаслов, заместитель  главы города Чебоксары - председатель столичного Собрания депутатов Виктор Горбунов, заместитель председателя совета Ассамблеи народов Чувашии – исполнительный директор Ассамблеи, доктор культурологии Владимир Васильев и другие.

Главной задачей кинофестиваля является не только выявление лучших направлений в современной чувашской  кинематографии, но и награждение за лучшие работы и исполнителей. Для поощрения специально изготовлена статуэтка "Асам"'.

Министр культуры Константин Яковлев отметил, что у истоков чувашского кино стояли "великие люди того времени". "Тогда разве было легко? Они творили, верили в будущее нашего народа. Не зря крутили колесо истории", - справедливо сказал Константин Геннадиевич. Он выразил слова благодарности в адрес собравшегося зрителя, организаторов кинофестиваля "Асам", Главы Чувашии, поддержавшего идею проведения кинофорума. Кстати, "прекрасной изюминкой министра культуры", по мнению доктора культурологии Владимира Васильева, является развитие чувашской кинематографии.

Добавим, с программой кинофестиваля можно ознакомиться на сайте Союза кинематографистов Чувашии http://ru.avan-kino.com/a/news/84.html. 

 

   

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

  

 

 

 

       

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/ru/konkurs-kin...ashskiy-kinofestival

Пӗтӗм чӑвашсен III «Асам» кинофестивале уҫни (онлайн)

12.11.2017 13:01

Чӑваш халӑх сайчӗ хӑйӗн черетлӗ онлайнне ирттерме хатӗрленет — хальхинче эпир «Асам» кинофестиваль уҫнине ҫутатӑпӑр.

Асаилтеретпӗр, вӑл ыран, 18 сехетре пуҫланӗ. Ҫур сехет маларах килес пулсан киноплакатсен конкурсӗпе паллашма май пулӗ. Енчен те малтанхи ҫулсенче кинофестиваль наци вулавӑшӗнче иртетчӗ пулсан кӑҫал вӑл «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртӗнче тӗпленӗ.

Кинофестивалӗн программипе паллашма ӗлкереймен пулсан — вӑл «Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн» сайтӗнче пур: avan-kino.com/a/news/84.html

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvash.org/news/17424.html

Шупашкарта пĕтĕм чăвашсен 3-мĕш «Асам» кинофестивальне хатĕрленеççĕ

08.11.2017 21:03

Конкурсра кăçал мĕнле фильмсем пулаççĕ тата куракансене  мĕн çĕнни кĕтет? Кун пирки йĕркелÿçĕсем пресс-конференцире каласа кăтартрĕç. 

Алексей Енейкин, Игорь Ульянов  

«Асам» фестивале кино ăсталăхĕнчи пултаруллă маçтăрсене палăртас тĕллевпе республикăн культура министерствипе кинематографистсен пĕрлешĕвĕ тата «Чăваш наци конгресĕ» йĕркелеççĕ. Вăл чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ çамрăксен театрĕнче уçăлать. 5 кун пырать.

«Асам» кинофестивальте тĕрлĕ жанрпа ӳкернĕ фильмсем пулĕç. Вĕсене тӳресем 14 номинацире хаклĕç.

Фестивалĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри ― чăваш халăхĕ валли тăван чĕлхепе тивĕçлĕ фильмсем хатĕрлесси. Çак ĕç хальлĕхе йывăррăн пурнăçланса пынине палăртмалла. Республикăра уйрăм студисемпе тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕ ытларах чухне вырăсла фильмсем кăна ӳкереççĕ. Çавах та ку çивĕч ыйтупа халĕ «Чăвашкино» студийĕ çанă тавăрсах ĕçлет.

Чăвашлăх тата чăвашсем çинчен ӳкернĕ фильмсем тăван халăх аталанăвĕнче сумлă вырăн йышăнасса шанаççĕ уява йĕркелекенсем. Вĕсене уйрăм номинацире пахалĕç. Конкурсри чи лайăх кино вара яланхи пекех фестивалĕн гран-прине тивĕçĕ. Фильмсемпе çитес эрнере Наци библиотекинче, «Чăвашкино» Патшалăх киностудийĕпе электронлă документсен архивĕнче тата çамрăксен театрĕнче тӳлевсĕрех паллашма пулĕ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/17530

Тĕнче чăваш киноне кĕтет!

08.11.2017 19:01

Тĕнче чăваш киноне кĕтет!

- Чи малтанах "Асам" кинофестивале мĕн пуçланăранпах çутатса тăракан телерадиокомпанисене, хаçат-журнал редакцийĕсене пысăк тав,- çакнашкал сăмахсемпе пуçларĕ журналистсем валли йĕркеленĕ пресс-конференцие чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕн ертÿçи, кинофестиваль йĕркелÿçи Олег Цыпленков.

Республикăри пур массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекен журналистсем тенĕ пекех паян, чÿк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлсан, пресс-конференцие пуçтарăнчĕç.

Чăваш наци вулавăшĕнче иртнĕ конференцие маларах асăннă Олег Цыпленков, Чăвашкино тата электронлă кинодокументаци архивĕн ертÿçи Николай Медведев, "Асам" кинофестивале йĕркелекен режиссер Лия Чернова хутшăнчĕç.

- Кăçалхи Пĕтĕм чăвашсен кинофестивальне Мускаври наци ĕçĕсен Федераллă агенстви тата Чăваш Республикин Культура, национальнăçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви укçа тĕлĕшĕпе пулăшнипе йĕркелетпĕр.

Чăваш кинематоргафийĕн тымарĕсем тарăн. Пирĕн чăваш фильмне 1920-мĕш çулсенчех кăтартнă, тĕнче пире чăвашкино урлă пĕлнĕ, - терĕ Олег Михайлович конференцие пуçтарăннисене.

Вăл каланă тăрăх, чăваш кинематографисчĕсен пĕрлĕхĕ, чăваш интеллигенцийĕ хистенипе пĕлтĕр республикăра Чăвашкино патшалăх организацине йĕркелесе яма май килнĕ. Уншăн республика Пуçлăхĕпе, Культура министерстви тав сăмахне тивĕçлĕ.

III Асам кинофестиваль виçĕ çĕрте иртĕ: "Çеçпĕл" кинотеатрта, чăваш наци вулавăшĕнче тата чăвашкино патшалăх кино тата электронлă документаци архивĕнче.

Кăçалхи фестивале пурĕ 18 ĕç тăратнă: 9 документаллă, 7 - илемлĕ тата 2 анимациллĕ фильм. Унсăр пуçне киноплакатсемпе афишăсен конкурсне те пĕтĕмлетĕç. Кинофестиваль программине конкурса кĕмен 12 фильма та кĕртнĕ. Жюри пайташĕсем пурĕ пиллĕкĕн. Пурте киноÿнерпе тачă çыхăннă çынсем.

Чăваш патшалăх кино тата электронлă документаци архивĕн директорĕ Николай Медведев хальхи вăхăтра чăвашкино студине ĕçлеттерсе яма мĕнле ĕç-хĕл пыни пирки уçăмлатса каласа пачĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх пысăк кинопавильон тума патшалăх 4 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак павильона ĕçе кĕртсен тупăш илме те май килессе шанаççĕ чăвашкино ĕçченĕсем. Штатра халĕ виçĕ специалист, нумайрах документла фильмсем ÿкерессипе ĕçлеççĕ.

Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн доценчĕ, "Асам" кинофестивале йĕркелес енĕпе ĕçлекен Лия Чернова режиссер та сăмах илчĕ. Вăл кинофестиваль яланах уяв пулнине аса илтерчĕ. Лия Васильевна ĕçлекен институт киноÿнерпе тачă çыхăннине каларĕ. Пĕлтĕр кино тата фотопултарулăх уйрăмне институтра уçни, малашне кино ÿкерекен специалистсене республикăрах хатĕрлени пĕлтерĕшлĕ пулăм пулни пирки асăнчĕ.

Çакнашкал кинофестивальсем йĕркелени чăваш киноÿнерне аталантарма пысăк май парасси паллă.

"Тĕнче чăваш киноне кĕтет!",- терĕ пресс-конференцие хупнă май "Асам" кинофестиваль йĕркелÿ комитечĕн председателĕ Олег Цыпленков.

Аса илтеретпĕр. Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ чÿк уйăхĕн 13-мĕшĕнче 18.00 сехетре "Çеçпĕл" кинотеатрта уçăлать. Пурне те хапăл туса кĕтетпĕр!

 

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи, кинофестиваль йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ.

(Сăнÿкерчĕксене Елена Светлая ÿкернĕ)

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/1120.html

Чăваша кино урлă кăтартĕç

08.11.2017 17:22

"Чăваша тĕнче кино урлă пĕлнĕ", - терĕ Чăваш кинематографисчĕсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков кăçалхи"Асамфестивале халалланă пресс-конференцие уçнă май.

Аса илтерер: ăна хальхинче чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче ирттерме палăртнă. Фестиваль кăçал "Çеçпĕл" кинотеатрта  18 сехетре «FUGA» (12+)  фильмпа уçăлĕ. Кино ÿкересси тата кинофорума ирттересси укçа-тенкĕ енчен çăмăл маррине кура та пулĕ Олег Цыпленков пулăшакансене тав тунине чи малтанах палăртрĕ. Кунта вăл Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева, республикăн культура министрне Константин Яковлева, РФ Культура тата кинематографистсен пĕрлешĕвне асăнчĕ. Фестивале ирттерме хыснаран 167 пин тенкĕ уйăрнă.

Кăçалхи программăра документлă 9, илемлĕ 7 тата мультипликацилле 2 фильм пулĕç. Вĕсене 18 номинацире хаклĕç. Жюри членĕсем пиллĕкĕн: Светлана Асамат, Леонид Трифонов, Юрий Сергеев, Николай Медведев тата Олег Цыпленков. Конкурса кĕмен ĕçсем те пулĕç. Ун пеккисем - 12.

Çĕнĕ ятсем пирки "Хыпар" издательство çурчĕ унччен те çырнăччĕ. Анчах Етĕрне районĕнчи Николай Федоров тем сăлтава пула хутшăнмĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Александр Шумов операторăн "Çавра çил варринче манăн кун" ĕçне вара хаклама май май килĕ.

Фильмсене "Çеçпĕл" кинозалта, "Чăвашкино" çуртĕнче тата Чăваш наци библиотекинче кăтартĕç. Тулли программăпа http://ru.avan-kino.com/a/news/84.html каçăпа иртсе паллашма пулать.

 

 

Вера ТИТОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/chavasha-kino-urla-katartec

«Асам» кинофестиваль пресс-конференцие йыхравлать

07.11.2017 18:02

Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» виҫҫӗмӗш кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртессине эпир иртнӗ уйӑхрах хыпарланӑччӗ.

Ӑна, аса илтерер, Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви, Чӑваш наци конгресӗ йӗркелеҫҫӗ.

Ҫулсерен ирттерекен ҫак фестивальте кӗске тата тулли метражлӑ илемлӗ, документлӑ, ҫавӑн пекех мультипликацилле фильмсене хаклаҫҫӗ. Киноӳнерӗнчи сумлӑ мероприяти ҫак жанра сарма пулӑшасса шанаҫҫӗ. Тата, паллах, вӑл кино ӳкерекенсене хавхалантарма тивӗҫ.

Ыран, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче пресс-конференци иртӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Пресс-конференцие 137-мӗш пӳлӗмре пухаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: +79278447648.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chuvash.org/news/17356.html

Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ кăçал чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче иртĕ

03.11.2017 14:37

Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ кăçал чÿк уйăхĕн 13-17-мĕшĕсенче иртĕ.

Фестиваль "Çеçпĕл" кинотеатрта савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ паян çак фестивале ирттересси çинчен сÿтсе явма Чăваш Енĕн культура министрствинче пуçтарăнчĕ.

Министерствăн архив секторĕн ертÿçи Андрей Абдюшов, тĕп специалисчĕ Татьяна Малеева, Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Олег Цыпленков тата ытти йĕркелÿ комитечĕн пайташĕсем кинофестивале çÿллĕ шайра ирттерес шутпа тĕрлĕ ыйту хускатрĕç.

Кинофестивале хутшăнакан ĕçсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Унсăр пуçне «Чăваш киноÿнерне аталантарма пысăк вăй хунăшăн» уйрăм чыслав палăртнă. Кăçал «Асам» конкурса 17 фильм тăратнă. Вĕсенчен 7-шĕ - илемлĕ фильмсем, 8-шĕ документла, икĕ ĕç анимациллĕ фильмсем. Киноÿнерĕн хальхи фестивалĕнче çĕнĕ ятсем те пулĕç. Сăмахран, Етĕрне районĕнчен Николай Федоров, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен Александр Шумов. Чăваш киноискусствине аталантарма тÿпе хывнă фильмсене уйрăммăн палăртĕç. Кинофестивальте фильм авторĕсемпе тĕл пулусем, хăтлавсем тата мастер-классем иртмелле. Фильмсене Чăваш Енĕн Наци вулавăшĕнче, «Çеçпĕл» кинотеатрта тата Электрон документацийĕн архивĕнче тÿлевсĕр кăтартĕç.

Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ çинчен журналистсене каласа пама юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче 14.00 сехетре чăваш наци вулавăшĕнче пресс-конференци иртĕ.

Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи, йĕркелÿ комитечĕн пайташĕ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/1116.html

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, ... 19