Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: [email protected]

Тĕплĕнрех

Черетлĕ кинокуравра «Салтака качча каятăп» романтикăллă комеди курăпăр

01.02.2015 01:21
Черетлĕ кинокуравра «Салтака качча каятăп» романтикăллă комеди курăпăр

2015 çулхи нарăс уйăхĕн 12- мĕшĕнче 18:00 сехетре Наци библиотекин кинозалĕнче Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн Киноклубĕнче черетлĕ кинокурав иртет. Кинокуравра пăхса тухса сÿтсе явăпăр Александр Степанов-Пăртта режиссерăн «Салтака качча каятăп» (Выйду замуж за солдата) романтикăллă комедине.

 

Салтак юратăвĕ темрен те хаклăрах та çирĕпрех пулни çинчен илемлĕ фильм. Света, тĕп героиня, хăйĕн савнине, Юрккана, салтакран чыслăн кĕтсе илет. Анчах та Юркка салтакра пулнă чух Света патне тепĕр каччă, Якку, сукмак хывнă. Çакна салтакран таврăннă Юркка мĕнле йышăнать-ши? Яккуна савса юрату çулăмĕпе хĕмленекен маруç юрлама пуçлать. Юлашкинчен ăна Евровиденине чĕнсе яраççĕ. Света хăш каччине ытларах кăмăлласа качча кайма килĕшет-ши? Яккуна-ши е Юркка салтака?

 

Режиссерĕ тата сценари авторĕ: Александр Степанов – Пăртта

Операторсем: Ирина Ильина, Алексей Иванов – Сĕрмек

Монтаж тата сасă режиссерĕ: Ирина Ильина

Рольсенче: Светлана Дмитриева, Венера Пайгильдина, Виталий Сергеев, Светлана Савельева, Владимир Григорьев, Дмитрий Петров, Валентина Музыкантова, Николай Дмитриев

Жанр: романтикăллă комеди

Тани Юн çуралнăранпа 112 çул

28.01.2015 21:25
Тани Юн çуралнăранпа 112 çул

Паян, кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕрремĕш Чăваш киноактрисси кун çути курнăранпа 112 çул çитрĕ. Çав ятпа Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем пĕчĕк ушкăнпа ун вилтăпри çине асăнма кайса килчĕç. Ушкăна ертсе пыраканĕ пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Ультияр Цыпленков пулчĕ, пĕрле унăн çумĕ Ильтимер Ефремов, Тани Юн тăванĕ поэтесса Светлана Березкина, "Аксар" видеостуди ертÿçи Алексей Иванов-Сĕрмек, Юрий Спиридонов кинопродюсер, Владимир Синяев режиссер тата "Хыпар" хаçат журналисчĕ Надежда Смирнова хутшăнчĕç.

Ушкăн малтан çула май Тани Юн мăшăрĕн, Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский вилтăпри çине кĕрсе тухрĕç, унăн ĕçĕ-хĕлне аса илчĕç, вара Карачура патĕнчи масара Тани Юн вилтăпри çине çул тытрĕç. Паллă киноактрисăна çăкăр-тăварпа асăнчĕç, вăл чăваш кинематографишĕн тата халăхшăн пысăк ĕçсем тунине асаилчĕç. Шупашкарти пĕр-пĕр урама Тани Юн ятне памалли пирки калаçу та çĕклерĕç, кайран асăну сарăпа хĕрлĕ роза чечексем хунипе вĕçленчĕ.

Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская) Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче 1903 ҫулхи кӑрлач уйăхĕн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пĕрремĕш чăваш киноактрисси пулнисĕр пуçне, вăл пултаруллă прозаик, драматург, куçаруçă пулнипе те паллă. 1920-1930- мĕш çулĕсенче унăн ячĕ пĕтĕм çĕршывĕпех паллă пулнă, вăл «Сарпике», «Хура юпа» илемлĕ фильмсенчи тĕп рольсенче ÿкерĕннĕ, кинофильмсене Европăри çĕршывсенче тата Америкăра та кăтартнă, «Чăвашкино» киностуди ÿкернĕ пĕтĕм фильмра хутшăннă, театрта та тĕп рольсенче вылянă. «Чăвашкино» пĕтерсе "Востоккино" киностудипе пĕрлештернĕ хыççăн унăн киноактрисса карьери вĕçленет, пурнăçĕнче вырăс тата ют çĕршыв илемлĕ литературине чăвашла куçарас тапхăр пуçланать. Вăл И.С. Максимов-Кошкинскийпе пĕрле «Эх, Иван», «Чĕре хушнипе», «Аптранă кăвакал кутăн чăмнă», «Киревсĕрлĕх», «Тĕрлемес патĕнче» пьесăсем çырнă тата вăл «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке авторĕ. Ăна 1937 çулта репрессиленĕ, 1940 çулта таса ятне тÿрре кăларнă, пурнăçран 1977 ҫулхи юпа уйăхĕн 6-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.

"Çеçпĕл" фильм экран çине тухнăранпа 44, ÿкернĕренпе 45 çул

27.01.2015 23:58
"Çеçпĕл" фильм экран çине тухнăранпа 44, ÿкернĕренпе 45 çул

1971 çулхи кăрлач уйăхĕн 28- мĕшĕнче Шупашкарти "Родина" кинотеатрта "Çеçпĕл" илемлĕ фильм премьери иртнĕ тата кăçал фильма ÿкернĕренпе 45 çул çитет.

 

"Çеçпĕл" фильма Киеври А.П. Довженко ячĕпе хисепленсе тăракан Наци киностудийĕ кăларнă, режиссер-постановщикĕ Владимир Савельев, сценари авторĕ Юрий Забанацкий.

 

Çеçпĕл Мишши поэтăмăрăн 1920-1922-мĕш çулсенче пулсаиртнĕ пурнăçĕ çинчен каласа кăтартакан фильм, 9 пайлă, 1 сехет те 31 минут пырать.

 

Çеçпĕл рольне выляканĕ Иосиф Дмитриев-Трер, ытти рольсенче Нонна Терентьева (Туся), Виктор Мирошниченко (Фёдор), Владимир Бурмистров (Миронов), Ольга Ырзем (Баба), Борислав Брондуков (Панин), Виктор Шульгин (Рыжков) тата ыттисем те.

 

"Çеçпĕл" илемлĕ фильм Чăваш Республикин электронлă тата кино докуменчĕсен патшалăх архивĕнче упранать.

Киноклубăн черетлĕ кинокуравĕнче «Помрачение» фильма пăхăпăр

02.01.2015 09:00
Киноклубăн черетлĕ кинокуравĕнче «Помрачение» фильма пăхăпăр

2015 çулхи кăрлач уйăхĕн 15- мĕшĕнче 18:00 сехетре Наци библиотекин кинозалĕнче Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн Киноклубĕнче черетлĕ кинокурав иртет. Кинокуравра пăхса тухса сÿтсе явăпăр хамăрăн пайташăн, Константин Ефремов режиссерăн «Помрачение» (2014 ç.) кĕске метражлă çĕнĕ фильмне.

 

Çак фильмра пысăк вăрттăнлăхсем çинчен кĕске истори. Мĕн пĕлетпĕр-ха эпир çынсен ăс-тăнĕ, ăнлантарса пама çук тĕксĕм пулăмсем пирки? Нимĕн те пĕлместпĕр тесен тĕрĕс те пулĕ... .

 

Жанр: саспенс, триллер

Режиссерĕ тата сценари авторĕ: К.А. Ефремов

«Тутаркино» 90 çул тултарнă ятпа саламлатпăр

31.12.2014 13:51
«Тутаркино» 90 çул тултарнă ятпа саламлатпăр

ХХ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче Атăлçи тăрăхĕнчи çамрăк Респулбликăсенче наци киноучрежденисем аталанма пуçланă: Тутарстанра 1924 ç. «Таткино», Чăваш Енре 1926 ç. "Чăвашкино" тăваççĕ. Таткинона илемлĕ тата документаллă киносем кăларас тата сарас тĕллевсемпе йĕркеленĕ пулнă. Çулсем иртсен ячĕ темиçе хут ылмашăннă, 2006 çултан «Татаркино». Паянхи кун та «Тутаркино» хăйĕн умĕнче 20-мĕш çулсенче лартна тĕллевсене тивĕçлĕн пурнăçласа пырать, вĕсенчен пирĕн те тĕслĕх илмелли нумай.

 

90 çулхи юбилейпе "Тутаркино" патшалăх кино учрежденине Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ чунтан саламлать. Эпир сире пысăк çитĕнÿсем тата тутар киноне çÿллĕ шая çĕклеме вăй-хал сунатпăр.

 

Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе!

 

Хисеплесе,

Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Идет набор желающих на курсы «Режиссура киномонтажа» и «Видеоэффекты в кино»

06.12.2014 10:17
Идет набор желающих на курсы «Режиссура киномонтажа» и «Видеоэффекты в кино»

Школа-студия "Аван" Союза кинематографистов Чувашии и Факультет дизайна и компьютерных технологий ЧГУ им. И.Н. Ульянова объявляет о наборе желающих пройти бесплатные курсы «Режиссура киномонтажа» и «Видеоэффекты в кино».

 

Вы дружите с компьютером? А знаете что такое Adobe Premiere Pro, Final Cut Pro или Nuke? Вам интересно как создаются видеоэффекты в современном кино? Мечтаете стать настоящим волшебником в кинематографе, на телевидении, в рекламе? Если Вы хотите попробовать свои силы в этой области, если Вы заинтересованы получить востребованную профессию, если Вы человек творческий и стремящийся к развитию, тогда - самые востребованные профессии – режиссер монтажа и специалист по видеоэффектам – ЭТО ВАШ ВЫБОР!

 

Новые технологии применяются не только в научных целях. Они широко используются в кинематографе и на телевидении.

 

Программа включает в себя следующие темы:

- Теория и практика монтажа

- Мастерство режиссера монтажа (теория и практика)

- Практический монтаж Final Cut

- Практический монтаж AVID

- Практический монтаж Adobe Premiere

- Изучение интерфейса Nuke

- Ротоскопинг

- Трекинг 2D

- Клинап (clean ap)

- Кеинг

- Режиссура монтажа на площадке

- Монтаж 3d - стерео

- Спец. эффекты (компьютерная графика)

- Монтаж музыки в кино

- Цветокоррекция

- Редактирование и мн. др.

 

Занятия ведут высококвалифицированные специалисты:

Ефремов Константин Александрович - режиссер, композер творческого киновидеообъединения "КоЮр" и Сергеев Юрий Николаевич - режиссер, звукорежиссер творческого киновидеообъединения "КоЮр".

 

Телефоны для записи:

- на курсы «Видеоэффекты в кино», 89061357125 - Константин Ефремов;

- на курсы «Режиссура киномонтажа», 89278490934 – Юрий Сергеев.

 

Занятия бесплатные. Желающим просьба обратиться за информацией в деканат или по указанным телефонам.

 

Занятия проходят в вечернее время с 17:30 по адресу: Московский пр., 15, Корпус «З» каб.206

"Киремет кати" фильм Киноклубăн пĕрремĕш кинокуравне уçать

08.11.2014 12:35
"Киремет кати" фильм Киноклубăн пĕрремĕш кинокуравне уçать

2014 çулхи чÿк уйăхĕн 13- мĕшĕнче 18:00 сехетре Наци библиотекин залĕнче Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн çумĕнче уçăлнă Киноклубăн перремĕш кинокуравĕ иртет. Кинокуравра пăхса тухса сÿтсе явăпăр пĕрремĕш чăваш кинорежиссерĕн тата "Чăвашкино" киностудие йĕркелесе яраканăн И.С. Максимов-Кошкинский "Киремет кати" (Священная роща, 1930) илемлĕ фильмне.

 

Чăваш Енри пĕр ялти колхозра ĕçлекенсем çĕр çителĕксĕр пулнипе асаплнаççĕ, комсомолецсем çавна пула киремет катине касса-кăкласа усă курмалли çĕр фондне ÿстерме сĕнеççĕ. Колхозниксем хушшинче Турра ĕненекенсем те пур, вĕсем çак шухăшпа килĕшмеççĕ, анчах та çĕр çителĕксĕр пулни çĕнтерет... .

 

Сценари авторĕ: А.М. Чистяков и И.С. Максимов-Кошкинский

Режиссерĕ: И.С. Максимов-Кошкинский

Операторсем: Н. Зеленов и И. Сидельников

Режиссер ассистенчĕ: Г.В. Парне.

Рольсенче: С. Никитин (Комсомол секретарĕ), Г.В. Парне (Ягур Василич), И.С. Максимов-Кошкинский (Василь Василич), П. Медиков (кулак ывăлĕ), Тани Юн (арăмĕ), М.Комаров (тимĕрçĕ).

Раççей кино кунĕпе саламлатпăр

27.08.2014 02:32
Раççей кино кунĕпе саламлатпăр

Кашни çулах Раççейре çурла уйăхĕн 27-мешĕнче кинематографистсен тата кинематографине юратакансен профессионаллă уявĕ иртет. Çак уявпа эпир, кăçал йĕркеленсе кайнă Чаваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ республикăри пĕтĕм кинематографистсене тата кино юратакансене пирĕн профессионаллă уяв ячĕпе чунтан-вартан саламлатпăр. Республикăри кино отраслĕнче вăй хуракансене ĕçре пысăк çитĕнÿсем сунатпăр, палăртнă ĕçсем пурнăçлансах пыччĕр.

Пурне те Раççĕй кино кунĕ ячĕпе!

Школа-студия СКЧ «АВАН» и ТКО «КоЮр» приглашают на курсы «Режиссура видеомонтажа в кино»

27.08.2014 00:50
Школа-студия СКЧ «АВАН» и ТКО «КоЮр» приглашают на курсы «Режиссура видеомонтажа в кино»

Школа-студия Союза кинематографистов Чувашии "АВАН" и творческое кинообъединение "КоЮр" приглашают на профессиональные курсы режиссера, режиссер монтажа, звукорежиссер творческого киновидеообъединения «КоЮр», член СКЧ Сергеева Юрия Николаевича «Режиссура видеомонтажа в кино».

Одна из самых востребованных профессий в кино и на телевидении является режиссёр монтажа. От качественной и своевременно выполненной монтажной задачи режиссером монтажа, зависит уровень и сроки реализации кинопроекта.

Данный Курс разработан как для профессионалов, так и для всех интересующихся вопросами видеомонтажа.

Сегодня никого не удивишь тем, что у каждого современного человека есть видеокамера и возможность монтажа на домашнем компьютере, но информация о том, как грамотно снимать и монтировать по-прежнему остаётся доступной только в киновузах, по этому данный Курс будет актуальным и полезным для самой широкой аудитории.

Программа Курса рассчитана не только на аудиторные занятия, но и на самостоятельную работу обучающихся. Основная задача Курса, подготовка будущих специалистов для развития национального кино. Основная задача руководителя Курса, развить у обучающихся творческий потенциал и привить любовь к кинематографическому искусству.

Программа курса:

- Эффект Кулешова. Практическое задание

- История из 5 кадров. Практическое задание

- История из 10 кадров. Практическое задание

- Монтаж по крупности планов. Практическое задание

- Видеоформаты, видеокодеки, контейнеры. Конвертация. Практическое задание

- Видеоредакторы, изучение Premer Pro, Final Сut

- Монтаж диалогов

- Внутрикадровый монтаж. Практическое задание

- Паралельный монтаж. Практическое задание

- Дистанционный монтаж. Практическое задание

- Монтаж по эллипсу

- Монтаж музыкального клипа, трейлера. Практическое задание

- Монтаж документальных фильмов

- Раскадровка

- Базовые знания цветокоррекции

 

Срок обучения рассчитан на 5 (пять) месяцев, проводится с октября 2014 по февраль 2015 года.

Занятия проходят 1 раза в неделю с 16.00 до 19.00 в Конференц зале здания «ЧУВАШКИНО» расположенного по адресу пр. И. Яковлева 12А (ныне БУ «Государственный архив электронной и кинодокументации Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии).

Заявки на участие принимаются до 26 сентября 2014 года (см. Положение курса).

Школа-студия СКЧ «АВАН» и ТКО «КоЮр» приглашаен на курсы «Видеоэффекты в кино»

27.08.2014 00:39
Школа-студия СКЧ «АВАН» и ТКО «КоЮр» приглашаен на курсы «Видеоэффекты в кино»

Школа-студия Союза кинематографистов Чувашии "АВАН" и творческое кинообъединение "КоЮр" приглашают на профессиональные курсы режиссера, композера творческого киновидеообъединения «КоЮр», члена СКЧ Ефремова Константина Александровича «Видеоэффекты в кино».

Технология применения видеоэффектов в кинопроизводстве и на телевидении стало неотъемлемой частью. Они применяются для визуализации сцен, которые не могут быть сняты обычным способом, или не существуют в действительности, а так же для уменьшения материальных затрат при съемке. В связи с этим оказываются полезными знания и навыки по самостоятельному созданию и обработке видеоэффектов в профессиональных программах.

Программа Курса рассчитана не только на аудиторные занятия, но и на самостоятельную работу обучающихся. Основная задача Курса, подготовка будущих специалистов для развития национального кино. Основная задача руководителя Курса, развить у обучающихся творческий потенциал и привить любовь к кинематографическому искусству.

Программа курса:

- Знакомство. Общие принципы композитинга. Разбор видеоэффектов. Пояснение пайплайна и работы супервайзера. Изучение интерфейса Nuke. Основные хоткеи. Объяснение принципа нодовой работы. Разбор основных нод. Начало ротоскопинга. Практические занятия.

- Ротоскопинг. Изучение приемов. Практические занятия.

- Трекинг 2D. Общие понятия трекинга. Пояснение принципов работы. Практические занятия. Операция премультиплай и анпремультиплай.

- Клинап (clean ap). Основное понятия клинапа. Пояснение общих принципов. Практические занятия.

- Клинап – углубленный разбор приемов клинапа. Практические занятия.

- Кеинг. Основные понятия кеинга. Разбор типов кеинга. Практические занятия.

- Кеинг. Углубленный разбор приемов кеинга. Практические занятия.

- Пассы. Основное понятие. Виды пассов. Порядок сложения пассов. Практические занятия.

- Колоркоррект. Основные понятия. Начальные знания по колоркорректу. Практические занятия.

 

Срок обучения рассчитан на 5 (пять) месяцев, проводится с октября 2014 по февраль 2015 года.

Занятия проходят 1 раза в неделю с 16.00 до 19.00 в Конференц зале здания «ЧУВАШКИНО» расположенного по адресу пр. И. Яковлева 12А (ныне БУ «Государственный архив электронной и кинодокументации Чувашской Республики» Минкультуры Чувашии).

Заявки на участие принимаются до 26 сентября 2014 года (см. Положение курса).

Страницăсем: 1 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8