08.12.2015 00:49

2015 çулхи раштав уйăхĕн 10- мĕшĕнче 18:00 сехетре Наци библиотекин кинозалĕнче Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн Киноклубĕнче черетлĕ кинокурав иртет. Кинокуравра Михаил Воробьев режиссер 1990-мĕш çулта ÿкернĕ «Анатолий Миттов» документлă фильма пăхса тухса сÿтсе явăпăр.
«Анатолий Миттов» чăваш ÿнер культурин хăй евĕрлĕхне анлă тĕпченĕ ÿнерçĕ çинчен документлă фильм.
Режиссерĕ тата сценари авторĕ: Михаил Воробьев
Жанр: документлă фильм
Вăхăчĕ: 27 мин.