Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: [email protected]

Тĕплĕнрех

10.01.2016 15:11
ЧРКП киноклубĕнче Михаил Луковăн «Нарспи» илемлĕ фильмне курăпăр

2016 çулхи кăрлач уйăхĕн 14- мĕшĕнче 17:00 сехетре Наци библиотекин кинозалĕнче (213 каб.) Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн киноклубĕнче черетлĕ кинокурав иртет. Кинокуравра Михаил Луков юрăç, композитор 2013-мĕш çулта режиссер пулса ÿкернĕ «Нарспи» илемлĕ фильма пăхса тухса сÿтсе явăпăр.

«Нарспи» илемлĕ фильма чăваш поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа ÿкернĕ.

Режиссерĕ, сценари авторĕ, монтаж тăваканĕ тата сасă режиссерĕ: Михаил Луков

Рольсенче:

Нарспи- Арина Андреева

Сетнер- Давид Александров

Михетер- Илья Ананьев

Михетер карчăкĕ- Галина Чернова

Тăхтаман- Петр Григорьев

Сетнер амăшĕ- Мария Григорьева

Сентти- Иван Шорников

Юмăç мучи- Николай Крылов

Маттур шăпăрçă- Николой Никоноров

Çавăн пекех фильмра Чăваш Республикинчи паллă фольклор ушкăнĕсем хутшăннă:

- Красноармейски районĕнчи "Трак ен" халăх фольклор ушкăнĕ

- Комсомольски районĕнчи Анат-Тимĕрчкасси культура çурчĕ çумĕнчи "Хĕлхем" фольклор ушкăнĕ

- Патăръел районĕн Аслă Арапуç ялĕнчи "Шуçăм" халăх фольклор ушкăнĕ

Эпизодсенче: Комсомольски районĕнчи Тимĕрчкасси, Шурут, Тукай, Эльпуç, Хирти Мăрат, Аслă Каçал тата Канаш районĕнчи Вырăскас Пикших, Асхва ялĕсенчи хастар çыннисем.

Фильма Чăваш Республикин Комсомольски районĕнчи Анат-Тимĕрчкасси ялĕнче ÿкернĕ.

Жанр: илемлĕ фильм

Вăхăчĕ: 110 мин.