Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: [email protected]

Тĕплĕнрех

21.01.2016 09:40
ЧРКП черетлĕ киноклубĕнче Николай Семенов пайташăн «Сурхурипе кăшарни йăлисем паян...» этнографиллĕ документлă фильмне курăпăр

2016 çулхи нарăс уйăхĕн 11- мĕшĕнче 18:00 сехетре Наци библиотекин кинозалĕнче (213 каб.) Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн киноклубĕнче черетлĕ кинокурав иртет. Кинокуравра Николай Семенов режиссерăн «Сурхурипе кăшарни йăлисем паян...» этнографиллĕ документлă фильмне пăхса тухса сÿтсе явăпăр.

«Сурхурипе кăшарни йăлисем паян...» этнографиллĕ документлă фильма 2012-мĕш çулта Элĕк районĕнчи Татмăш ялĕнче ÿкернĕ.

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» пĕрремĕш кинофестивалĕнче фильм «Чи ăста документлă фильм» (Лучший документальный фильм) номинацине тивĕçрĕ.

Жанр: этнографиллĕ документлă фильм

Вăхăчĕ: 11 мин.

Тĕлпулура документлă фильмсем ÿкересси тата Республикăмăрта пулса иртекен тĕрлĕ пулăмсене хамăрăн ăрусене валли ÿкерсе упраса хăварасси пирки тĕплĕн калаçăпăр.