27.01.2016 12:40

Ыран, кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕрремĕш Чăваш киноактрисси кун çути курнăранпа 113 çул çитет. Çав ятпа Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тата чăваш киноискусствипе кăсăкланакансем ушкăнпа Карачура патĕнчи масара ун вилтăпри çине асăнма каяççĕ.
Кам та кам пирĕнпе ун вилтăпри çине асăнма каяс тет, 10:30 сехете "Мир Луксор" кинотеатр умĕнче пуçтарăнма ыйтатпăр.
Ушкăна ертсе пыраканĕ пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Ультияр Цыпленков.
тел.: +79373938801