Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79278503060

Электронная почта: [email protected]

Тĕплĕнрех

28.01.2016 21:27
Кинематографистсем Тани Юн вилтăпри çинче пулчĕç

Паян, кăрлач уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕрремĕш Чăваш киноактрисси кун çути курнăранпа 113 çул çитрĕ. Çав ятпа Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем тата чăваш киноискусствипе кăсăкланакансем ушкăнпа Карачура патĕнчи масара ун вилтăпри çине асăнма кайса килчĕç. Ушкăна ертсе пыраканĕ пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Ультияр Цыпленков пулчĕ, пĕрле унăн çумĕ Илтимĕр Ефремов, Тани Юн тăванĕ поэтесса Светлана Березкина, Юрий Сергеев режиссер, Юрий Спиридонов кинопродюсер, Николай Сахаров видеооператор тата 90-мĕш çулсенче «Чăвашкино» кинопрокат патшалăх учрежденин директорĕ Майя Гаврикова хутшăнчĕç.

Паллă киноактрисăна çăкăр-тăварпа асăнчĕç, вăл чăваш кинематографишĕн тата халăхшăн пысăк ĕçсем тунине аса илчĕç. Кинематографистсем 2016, 2017, 2018- мĕш çулсем наци кинематографишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ çулсем пулнине пĕлтерчĕç. Кăçал, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче пĕрремĕш чăваш фильмĕ «Атăл пăлхавçисем» пысăк экран çине тухнăранпа 90 çул çитет. Çав куна халалласа çĕртмен 23-мĕшне «Чăваш кино кунĕ» ятне памалли çинчен каларĕç. 2017 ç. раштав уйăхĕн 28-мешĕнче кино ÿкерес, сутас тата халăх патне фильмсене илсе çитерес тесе йĕркеленĕ «Чăвашкино» киностудине йĕркеленĕренпе 90 çул çитет. Наци киностудийĕ тата прокат системи пулмасăр паха фильмсем кăлараймăн, халăх патне илсе çитереймĕн¬¬- терĕç кинематографистсем, çавăнпа «Чăвашкино» киностудине çĕнĕрен чĕртмелли çинчен калаçрĕç кино ÿкерекенсем. 2018-мĕш çулта чăвашсен профессиллĕ театăрне тата киностудине йĕркелекенĕсен çаврака çулĕсем. Пĕрремĕш чăваш киноактрисси Т.С. Максимова-Кошкинская (Тани Юн) çуралнăранпа 115 çул, чăвашсен профессиллĕ театăрне, «Чувашкино» киностудине пуçараканĕ И.С. Максимов-Кошкинский çуралнăрнпа 125 çул çитет. Çав ятпа Шупашкарти Ленин проспектĕнче вĕсем пурăннă 14-мĕш номĕрлĕ çурт çине Тани Юна халалласа асăну хăми уçмалла тата Шупашкарти пĕр-пĕр урама Тани Юн ятне памалла терĕç. Кунсăр пуçне, Чăваш драма театрĕн сулахай (Арбат) енче вĕсен ячĕпе сквер уçмалла, унта палăк лартмалла терĕç тата чăваш кино историпе пулас ăрăва, хула хăнисене паллаштарма тата чăваш кино ÿнерĕн сумлăхне ÿстерме Чăваш кино музейне те скверпа юнашар йĕркелесе ямалли çинчен пĕлтерчĕç. Çак шухăшсене пурнăçа кĕртсен, культурă тата экономикă самай çÿллĕ шая çĕкленĕ терĕç. Кайран асăну чечексем хунипе вĕçленчĕ.

Тани Юн (Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская) Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче 1903 ҫулхи кӑрлач уйăхĕн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пĕрремĕш чăваш киноактрисси пулнисĕр пуçне, вăл пултаруллă прозаик, драматург, куçаруçă пулнипе те паллă. 1920-1930- мĕш çулĕсенче унăн ячĕ пĕтĕм çĕршывĕпех паллă пулнă, вăл «Сарпике», «Хура юпа» илемлĕ фильмсенчи тĕп рольсенче ÿкерĕннĕ, кинофильмсене Европăри çĕршывсенче тата Америкăра та кăтартнă, «Чăвашкино» киностуди ÿкернĕ пĕтĕм фильмра хутшăннă, театрта та тĕп рольсенче вылянă. «Чăвашкино» пĕтерсе "Востоккино" киностудипе пĕрлештернĕ хыççăн унăн киноактрисса карьери вĕçленет, пурнăçĕнче вырăс тата ют çĕршыв илемлĕ литературине чăвашла куçарас тапхăр пуçланать. Вăл И.С. Максимов-Кошкинскийпе пĕрле «Эх, Иван», «Чĕре хушнипе», «Аптранă кăвакал кутăн чăмнă», «Киревсĕрлĕх», «Тĕрлемес патĕнче» пьесăсем çырнă тата вăл «Иртнĕ кунсем-çулсем» кĕнеке авторĕ. Ăна 1937 çулта репрессиленĕ, 1940 çулта таса ятне тÿрре кăларнă, пурнăçран 1977 ҫулхи юпа уйăхĕн 6-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ.