Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: [email protected]

Тĕплĕнрех

10.04.2016 23:47
ЧРКП киноклубĕнче Сергей Иванов-Турмышинский «Юратап-яратам» илемлĕ фильмне курăпăр

2016 çулхи ака уйăхĕн 14- мĕшĕнче 18:00 сехетре Наци библиотекин кинозалĕнче (213 каб.) Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн киноклубĕнче черетлĕ кинокурав иртет. Кинокуравра Сергей Иванов-Турмышинскийĕн 2014-мĕш çулта режиссер пулса ÿкернĕ «Юратап-яратам» илемлĕ фильма пăхса тухса сÿтсе явăпăр.

Юрату — тӗнчери чи ырӑ та таса туйӑм ҫеҫ мар, вӑл тата хӑватлӑ та иккен. Тӗрлӗ халӑхӑн ӗненӗвӗн йӑла-йӗркисем те тытса чараймаҫҫӗ ҫак хӗрӳ туйӑма. Асар та писер вӗҫтерекен хаяр ҫил-тӑман та юрату майлӑ пулса пӗр-пӗрне савакан икӗ ҫамрӑк чӗрене пӗрле пулма шанӑҫтуса парать. Ашшӗсемпе ачисем хушшинчи ăнланманлăх та тинех ырӑ енне ҫаврӑнать.

Апла пулсан, юрату - мӑнаҫлӑ, юрату хӑватлӑ!

Режиссерĕ: Сергей Иванов-Турмышинский

Сценари авторĕ: Н. Угарин

Операторĕ тата монтаж тăваканĕ: Николай Пыркин

Рольсенче:

Вася- Арсений Димитриев

Света- Надежда Зубкова

Николя- Григорий Федоров

Мишель- Александр Демидов

Юрик- Сергей Иванов

Зоя- Галина Кузнецова

Лида- Надежда Воюцкая

Ильнар- Александр Петров

Лена- Лилия Петрова

Георгий- Геннадий Большаков

Нина- Алевтина Николаева

Кеша- Вячеслав Александров

Жанр: илемлĕ фильм

Вăхăчĕ: 80 мин.

«Чулкас» студийĕ