13.05.2016 03:02

Ĕнер, çу уйăхĕн 12- мĕшĕнче ЧРКП Правлени пухăвĕ иртрĕ. Кун йĕркинче пĕрлĕхе кĕрес тесе çырнă заявленисене пăхса тухса пĕрлĕхе çĕнĕ çынсене йышăнасси пулчĕ. Пухура икĕ заявлени пăхса тухрĕç, пĕри Никитин Марат Викторович режиссер, продюсер, сценарист, «Атăл» киностудин ертÿçинчен, тепри Горюнова Ольга Рашитовна - музыковед, компьютер графикипе дизайнер, Улатăрти ача-пăчасен искусство шкулĕнче «Моделировани тата анимаци» енĕпе вĕрентекентен. Заявленисемпе паллашнă хыççăн пĕрлĕхе илес тесе йышăнчĕç.
Çĕнĕ пайташсене чунтан-вартан саламлатпăр, ĕçре ăнăçусем тата пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.