Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: [email protected]

Тĕплĕнрех

18.10.2016 12:07
Пĕтĕм чăвашсен «Асам» иккĕмĕш кинофестивалĕн жюри пайташĕсем

Пĕтĕм чăвашсен «Асам» иккĕмĕш кинофестивалĕ çывхарса килнĕ май, эпир сире жюри пайташĕсемпе, конкурсра хутшăнакан фильмсемпе, кинофестивалĕн программипе тата çĕнĕ хыпарсемпе çитес вăхăтра тĕплĕн паллаштарса тăрăпăр.

Жюри пайташĕсем:

1. Цыпленков Олег Михайлович - ЧРКП тата жюри пайташĕсен Председателĕ;

2. Медведев Николай Ильич - Чăваш Республикин электронлă тата кино докуменчĕсен патшалăх архивĕн директорĕ;

3. Дмитриев (Трер) Иосиф Александрович - Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ, актер, этнотеатровед, Казахстан Республикин тава тивĕçнĕ культура тата Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ;

4. Трифонов Леонид Павлович - актер, режиссер, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ;

5. Родионов Виталий Григорьевич (Сăвар Эртиван) - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, профессор, Раççей çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ăслăлăх ĕçченĕ.

6. Смирнова (Асамат) Светлана Васильевна - сăвăçă, композитор, юрăçă, Чăваш Республикин тава тивĕçнĕ ÿнер ĕçченĕ.

7. Ильина Татьяна Витальевна - журналист, телережиссер;

8. Васильев Владимир Александрович - культурологи докторĕ, истори наукисен кандидачĕ, профессор, Чăваш Республикинчи халăхсен Ассамблеин ертÿçин çумĕ;

9. Яковлева Зоя Аркадьевна - кино тата телевидени режиссерĕ, ЧНК пресс-службин ертÿçи.