Паян, нарăсăн 22-мĕшĕнче, наци вулавăшĕнче чăваш кинематографĕсен пĕрлĕхĕн ларăвĕ иртрĕ.
Унта кăçал чăваш кинофильмĕсен тĕнче шайĕнчи "Асам" фестивальне ирттересси пирки калаçрĕç.
Ларăва Союзăн председателĕ Олег Цыпленков ертсе пычĕ. Вăл ыйтăва тÿррĕн тăратрĕ. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут иртекен фестивале май уйăхĕнче иртекен йăлана кĕнĕ Шупашкарти Тĕнче кинофестивалĕ хÿттипе иртерес, е уйрăм йĕркелес.
Киноматографсен пĕрлĕхĕн пайташĕсен шухăшĕсене итленĕ май, çакă палăрчĕ. Чăвашсен "Асам" кинофестивалĕн хăйĕн тĕллевĕсем, вăл хамăр наци хăйнеевĕрлĕхне кăтартакан, чăваш киноне тăвакансен лабораторийĕ. Унта ăшăлăх, "килте пĕçернĕ çăкăр шăрши" килет. Çавăнпа та чăвашсен Тĕнчери "Асам" фестивальне уйрăм йĕркелемелле.
Ларăва пуçтарăннисем çак шухăшпа пĕр саслăн килĕшрĕç.
Тăваттăмĕш хут йĕркелекен "Асам" кинофестиваль кăçал, чÿкĕн 10-15-мĕшĕсенче иртмелле. Ăна пуçаракансем ытти çулхи пекех Чăваш Республикин культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви, чăваш кинематографĕсен Союзĕ тата Чăваш наци конгресĕ.
Малалла ларура пĕрлĕхĕн пĕлтĕр тунă çимĕçĕ, ĕç-хĕлĕ пирки калаçрĕç.
Олег Михайлович Цыпленков Союз пайташĕсене кино ÿкерес ăсталăха куллен туптаса, малалла, çĕнĕлле ĕçлеме вĕренсе пынăшăн тав сăмахĕ каларĕ.
"Юман", "Эткер", "Юнлă тинĕсре" тата ытти паха фильмсене Чăвашкино саккасĕпе тендр çĕнсе илсе пĕрлешÿре тăракан режиссерсемпе сценаристсем, операторсем калăпланă.
Кăçал та, чăваш патшалăх киностудийĕ Шупашкар 550 çулне, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине палăртса ятарлă фильмсем ÿкересси çинчен пĕлтернĕ. Проектпа килĕшÿллĕн 4 кинофильм валли 4 миллион тенкĕ укçа уйăрнă. Кинематографсен пĕрлĕхĕн пайташĕсене Олег Цыпленков çак проекта хастаррăн хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Зоя Яковлева, чăваш кинематографĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.facebook.com/zoiaa...sts/2211138558950971