Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ

Союз кинематографистов Чувашской Республики

Чăвашла Русский

Çыхăну

Адрес: 428027, пр. И.Яковлева, д. 12А, Союз Кинематографистов Чувашии

Телефон: +79373938801

Электронная почта: [email protected]

Тĕплĕнрех

Пулӑшу

30.05.2019 15:15

Нумаях пулмасть Владимир Карсаков студийĕнче ăсталăха туптакансем Патăрьел районĕнчи Именкассинче «Хурăн шывĕ» фильм ÿкерчĕç. Ăна республикăра кăçал кĕркунне иртекен «Асам» кинофестиваль валли хатĕрлесе çитересшĕн. Пĕлтĕр ÿкерÿ ушкăнĕ пĕр пус пулăшусăр Юрий Скворцовăн повеçĕ тăрăх «Амаçури» ÿкернĕччĕ. Тĕп роле, ама çурине, Зоя ИЛЛАРИОНОВА вылярĕ. Кăçал вăл хăйне артистка пек кăна мар, сценарист-режиссерта тĕрĕслерĕ. Ку кăна-и? Костюмерĕ, декораторĕ, поварĕ… те вăлах пулчĕ.
«Шупашкартан килнĕ ушкăн пирĕн патра пурăнчĕ. Кино — йывăр жанр. Хам ку ĕçе тытăниччен маншăн вăл вăйă, юмах евĕр туйăнатчĕ. Пĕлтĕр «Амаçурире» вылянă чухне вăл мĕн тери кăткăс ĕç пулнине туйрăм. Шанчăклă специалистсемсĕр пĕччен нимĕн те тума çук. Çапах та тепĕр 2 сценари çырма тĕллев лартрăм», – каласа кăтартнă вăл  
(«Чуна выртмалли роль выляман-ха эпĕ»)

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/camraksen-h...-21-6267-no-30052019