Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕ – Чăваш Республикинчи обществăлла организаци, 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче регистрациленнĕ.
Харпăрхăй тытăмлă пайташсем çинче никĕсленнĕ. ЧРКП Уставĕ тăрăх çирĕплетнĕ тĕллевсене пурнăçлама пĕрлешнĕ, профессионал кинематографи ĕçченĕсен интересĕсене хӳтĕлеме граждансем ыйтнипе йĕркеленĕ ирĕклĕ, хăй тытăмлă обществăлла пĕрлĕх шутланать.
Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн учредителĕсем:
1. Ильтимер (Алексей) Николаевич Ефремов — режиссер, оператор, "ILTIMER STUDIO" видеостудие ертсе пыраканĕ;
2. Константин Александрович Ефремов - режиссер, композер, "КоЮр" творчествăлла киновидеопĕрлешĕве ертсе пыраканĕ;
3. Алексей Васильевич Иванов-Сĕрмек — режиссер, "ДИАЛ" (AKSAR STUDIO) ООО директорĕ;
4. Николай Ильич Медведев - «Чăваш Республикин электронлă тата кино докуменчĕсен патшалăх архивĕ» Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕн экс-директорĕ;
5. Вячеслав Николаевич Оринов - режиссер, "ОРИОН" видеостуди директорĕ;
6. Юрий Николаевич Сергеев - режиссер, сасă режиссерĕ, "КоЮр" творчествăлла киновидеопĕрлешĕве ертсе пыраканĕ;
7. Ультияр (Олег) Михайлович Цыпленков - режиссер, оператор, «Сувар-Фильм» видеокомпани тата "SuvarTV" интернет телевидеокомпани директорĕ.
Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлешĕвĕн тĕллевĕсем:
- кино ӳнерĕнче ĕçлекен пĕр шухăшлă профессионалсене пĕрлештересси, специалистсем хушшинче творчествăлла çыхăнусене вăйлатасси тата аталантарасси;
- ЧРКП пайташĕсен граждăнла, профессиллĕ, ĕç, социаллă, авторлăх прависене, интелектуаллă харпăрлăхне тата саккунлă интересĕсене хӳтĕлесси тата ытти те.
ЧРКП пайташĕ шутне кинематографи ĕçĕпе тăтăшах тата тухăçлă ĕçлекен, профессире çитĕнӳсем тунă кирек кам та кĕме пултарать.
Кĕске историйĕ
ЧРКП тымарĕсем «чĕлхесĕр кино» аталаннă тапхăртанах – ХХ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенченех килеççĕ. Вăл вăхăтра наци киностудийĕсем аталанма пуçланă: 1921 ç. Тбилиси хулинче каярах «Грузия-фильм» пулса тăнă студи уçăлнă, Узбекистанра 1925 ç. «Узбекгоскино» (халĕ «Узбекфильм») йĕркеленнĕ. Чăваш енре 1926 ç. чăвашсен профессиллĕ театрне пуçарса яраканĕ, И.С. Максимов-Кошкинский артист, режиссер пуçарнипе Чăваш АССР халăх çутĕç комиссариачĕ çумĕнче илемлĕ тата документаллă киносем кăларас тата сарас, наци ӳнерĕ валли специалистсем хатĕрлес тĕллевпе «Чувашкино» (1930-меш çултанпа «Союзкино» кинофотопромышленнăç перлешĕвĕ çумĕнче, 1931-мĕшенчен – «Востоккино» çумĕнче) фотокинематографи управленийĕ йĕркеленсе кайнă.
И.С. Максимов-Кошкинский 1926 ç. «Атăл пăлхавçисем» пĕрремĕш чăвашла тулли метражлă илемлĕ фильм ӳкернĕ. «Аслă пăлхарсем», прокатра «Атăлçи пăлхавçисем», пĕрремĕш фильм премьери 1926 ç. çĕртмен 22-мĕшенче иртнĕ. Рольсенче чăваш тата вырăс актерĕсем вылянă, картина чăваш йăли-йĕркинчен пуян пулнă. Фильмри ĕç-пуç 1906 ç. Исмелти хресчен пăлхавĕсемпе çыхăннă. «Сарпике» ятлă (Н. Гарин-Михайловский драми тăрăх, чăваш хĕрĕн шăпи çинчен) иккĕмĕш фильмăн премьери 1927 ç. пушăн 12-мĕшĕнче Мускавра иртнĕ. Çав çулах «Хура юпа» ятлă (7 пайлă, реклами 1927 ç. Берлинти «AIZ» нимĕç журналĕнче тухнă) тепĕр хивре сюжетлă илемлĕ фильм тухнă. 1928 ç. «Ял» фильм кун çути курать. Ун хыççăн – «Апайка» (1930) хивре сюжетлă фильм, Киремет кати» (1931), «Асту» (1932). Çавăн пекех нумай тулли метражлă документаллă, историллĕ, этнографиллĕ киножурналсем тухнă пулнă. Вĕсем пирки «Кино тата пурнăç», «Кино-фронт», «Совет экранĕ», «Совет киновĕ» журналсенче, çавăн пекех америка, нимĕç, египет тата ытти МИХ-сенче çĕкленӳллĕ çырнă. 1937 ç. И.С. Максимов-Кошкинский режиссер, М. Юман, Н. Мранькка, К. Катнуй ӳнерçĕ, Тани Юн, Г.В. Парне артистсем тата ытти чăваш искусство ĕçченĕсем саккунсăр репрессиленнĕ пулнă, вĕсен пултарулăхĕн чылай пайĕ пĕр шелсĕр пĕтнĕ.
Çапах та кино пултарулăхĕ республикăра чарăнса ларман. Чăваш телевиденийĕ тата «Чувашкино» çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем документаллă сюжетсем тухăçлă хатĕрленĕ, тĕнчери паллă фильмсене (шучĕ 120 ытла) чăвашла куçарассине йĕркелесе янă. Фотокиноархивĕн фончĕсенче – Чăваш Республикин электронлă тата кино докуменчĕсен патшалăх архивĕ – ытти студисемпе пĕрле (Мускав, Хусан, Киев) хатĕрленĕ темиçе теçеткене яхăн илемлĕ-публицистикăллă тата документаллă лентăсем упранаççĕ. А.П. Довженко ячĕллĕ Киев студийĕпе пĕрле «Çеçпĕл» илемлĕ фильм ӳкернĕ (режиссерĕ В. Савельев). Чăваш телевиденийĕнче В. Погильдяков режиссер тата çыравçă темиçе аван фильм таранах хатĕрленĕ («Кӳренӳ» илемлĕ фильм (1966), «Çĕр пин юрă тĕнчинче» (1968), «Чăваш халапĕ» (1970), «Чăваш рапсодийĕ» документаллă лентăсем). Хăй тавра талантлă фотокиноискусствă ăстисене пухса патшалăх наци киностудийĕ ӳçасси пирки сăмах хускатнă пулнă.
Наци киновĕн оригиналлă кӳлеписене Л. Трифонов талантлă режиссер тупма пултарнă (В.З. Иванова-Пайменăн романĕ тăрăх «Кĕпер» (4 сери), В.И. Краснова-Аслин романĕ тăрăх «Тăвалла» (2 сери), П.Г. Маркинăн повеçĕ тăрăх «Вăрман кĕвви» (3 сери) телеспектакльсем). Вăл хатĕрленĕ программăсене Тĕп телевиденипе кăтартнă, «Религиозно-обрядовая культура чувашей» этнографиллĕ фильмсен ярăмне пĕтĕм Раççейре иртекен фестивальсенче кăтартнă. Чăваш телевиденийĕнче Владимир Карсаков, Валерий Алексин, Владимир Филиппов, Марина Карягина, Арсений Тарасов режиссерсем тата сценаристсем илемлĕ-документаллă лентăсен серийĕсене тăтăшах кăларса тăнă.
1990-мĕш çç. чăваш экранĕшĕн çĕнĕ илемлĕ-документаллă калăвăн формисем – видеоçулçӳрев, видеоинтервью – кун çути кураççĕ. ЧРКП ертӳçи Ультияр Цыпленков 20 çул ытла «Чунçӳрев» çулçурев ӳкерет, паллă культура ĕçченĕсенчен, политиксенчен, пултарулăх коллективĕсенчен видеоинтервьюсем илет, республикăра иртекен наци йăли-йĕркисене, паллă культурăллă тата обществăлла пулăмсене документацилет. ХХI ĕмĕрте чăваш режиссерĕсен ăсталăхĕ палăрмаллах ӳсрĕ. Пĕрлешӳ ятарлă аслă пĕлӳллĕ специалистсене пула (Константин Ефремов, Юрий Сергеев) вăйланчĕ. Çакă 2014 çулченех шута илмен «киношниксен» пĕрлешĕвне патшалăх регистрацийĕ витĕр тухма май туса пачĕ.
ЧРКП дистанциллĕ майпа вĕрентес программăна пурнăçланă май шкулсене видеопродукципе тивĕçтерес ĕçре республикăшăн кирлĕ ĕçĕсене пурнăçлать, наци сценарийĕсем тăрăх чăвашла интереслĕ фильмсем ӳкерет. «Нарспи» фильм (режиссерĕ А. Васильев) 2014 ç. Шупашкарти халăхсем хушшинче иртекен VII кинофестивалĕн ятарлă призне çĕнсе илчĕ. Куракансем хаваспах пĕрремĕш хут фестивальте кăтартнă (конкурс шутĕнче мар) чăвашла выляв фильмĕсемпе паллашрĕç - Б. Чиндыковăн «Алăксем умĕнче» пьеси тăрăх лартнă «Манăн та телейлĕ пулас килет» мелодрама (режиссерĕ В. Оринов), «Юхха» драма (режиссерĕ В. Карсаков), А. Степанов-Пртта режиссер лартнă «Чупкăн» тата «Франци хĕрĕ тыткăнларĕ чĕрене» камитсем.
ЧРКП умĕнче халĕ 3 пысăк ĕç тăрать: Пĕтĕм чăвашсен I "Асам" кинофестивальне иртересси, «Аван» шкул-студи ĕçне çирĕплетесси тата Киноклуб ĕçне йĕркелесе ярасси. Ку тĕлешпе Чăваш енĕн паллă режиссерĕсемпе кинооператорĕсем: «SuvarTV» интернет-телевидеокомпани директорĕ Ультияр Цыпленков, «КоЮр» киновидеопĕрлешĕвне ертсе пыракан Константин Ефремов тата Юрий Сергеев, «Салам» ООО ертӳçи Владимир Карсаков, «Диал» («AKSARSTUDIO» киновидеостуди) ООО директорĕ Алексей Иванов-Сĕрмек, «ОРИОН» видеостуди директорĕ Вячеслав Оринов, «ILTIMER STUDIO» видеостудие ертсе пыракан Ильтимер Ефремов тата ытти пĕр шухăшлă пулса вăй хураççĕ.
Пултарулăх тĕл пулăвĕсем ирттерме тата çĕнĕ киносене сӳтсе явма, чикĕ леш енчи тĕнчери паллă кинематографистсен тата хамăрăн ĕçтешсен ăсталăхне пĕрле пăхса вĕренес тĕллевпе ЧР Наци библиотеки ЧРКП кинозал тата Киноклуб ĕçне йĕркелеме (ертӳçи В. Карсаков) кабинетсем уйăрса пачĕ.
Чăваш фильмĕсен кинофестивалĕ çĕнĕ форматпа 2015 ç. иртмелле. Тутар, Пушкăрт республикисенчен, Тюмень, Ульяновск, Самара облаçĕсенчен хутшăнма кăмăл тăвакансем пур. Историллĕ тăван енне вĕсем хăйсем ӳкернĕ документаллă тата илемлĕ фильмсене, архив видеоматериалĕсене тата палах регионсенче иртекен традициллĕ йăла-йĕркесене ирттерни пирки калакан видеосюжетсене илсе килеççĕ.
ЧРКП «Аван» шкул-студи Чăваш патшалăх университечĕн дизайнпа компьютер технологин факультетĕнче (деканĕ В. Желтов) вĕренӳ вырăнне тупрĕ. Юрий Сергеев тата Константин Ефремов ирттернĕ семинар занятийĕсем («Основы современного видеомонтажа в кинематографе», «Применение видеоэффектов в современной кинематографии») тулли аудитори пухма пултарчĕç.
ЧРКП тата ЧПУ пĕрле ĕçлесен чăваш кинематографĕсен наци кадрĕсен лаççи пулса тăма пултараççĕ. Мастер-классем ирттерме Мускаври (Пĕтĕм Раççейри патшалăх кинематографии университечĕ) тата Санкт-Петербургри (Санкт-Петербургри патшалăх кино тата телевидени университечĕ) кинооператор ӳнерĕнчи, актер ăсталăхне, режиссер ĕçне тата сценари ĕçĕнчи чи лайăх специалистсене чĕнсе илме палăртнă.
ЧРКП ĕçĕ-хĕлĕнчи тата тепĕр паллă ен – И.С. Максимов-Кошкинский 1920-1930-мĕш çç. ӳкернĕ чикĕ леш енчи çĕршывсен фильмĕсене киноархивсенче тата киномузейсенче шырасси. Ыйтса çырнă çырусене СНГ çĕршывĕсене, Германие, АПШ-на тата Египета янă.
Шупашкарти VII халăхсем хушшинчи кинофестиваль президенчĕ К. Шахназаров палăртнă тăрăх: «Наци харпăрхăйтуйăмлăхĕн аталанăвĕн кирлĕ палăрăмĕсенчен пĕри вăл – наци кинематографийĕ йĕркеленни». Чăваш киновĕ историйĕ ĕмĕре яхăн пырать. Чăваш халăхĕн ăнĕнче тăван кинематографийĕ наци культурин тĕп пайрăмĕ пулни тахçанах çирĕпленнĕ ĕнтĕ. ЧРКП ĕçĕ-хĕлне пула халĕ наци киновĕнче çĕнĕ тухăçлă тапхăр пуçланчĕ.
Чăвашсем тĕнчене хăйсен авалхи культурипе интереслĕ. Чăваш халахĕн пуянлăхĕ вăл – чĕлхе, мифсем, этноĕненӳ, йăла-йерке, юррисем, ташшисем, тĕррисем, çи-пуçĕ. Чăваш кульутрине тĕнче арт-сцени çине илсе тухаканни наци киновĕ пулса тăмалла. ЧРКП ку ĕçре тивĕçлипех мухтанма пултарать – И.С. Макимов-Кошкинский ӳкернĕ «Хура юпа» тата «Сарпике» чăваш фильмĕсене Америка, Африка, Европа, Ази çĕршывĕсенче хаваспах йышăннă. Çĕнĕ чăваш киновĕ кăтартакан авалхи халăхсенчен пĕрин кулленхи йăлипе культури паянхи отечествăлла тата чикĕ леш енчи куракана интереслĕ пуласса шанса тăратпăр.